Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пулнишĕн тав

15 января 2011 г.

Хисеплĕ вулаканăм, акă, паян санăн аллунта район хыпарçин тăван чăваш чĕлхипе çĕнĕ çулта тухнă пĕрремĕш номерĕ. Васкасах хамăрăн савăнăçа пĕлтерер-ха сана - 2011 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче "Пирĕн сăмах" хаçата пĕлтĕрхипе танлаштарсан 200 экземпляра яхăн ытларах çырăннă. Çемьере 3-4 çын пурăннине шута илсен, ăна хапăлласа вулакансен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çакăншăн чĕререн тухакан тав сăмахĕ калас килет сире, хисеплĕ вулакансем. Эппин, малашне те пĕрлех пулăпăр, тăван районта пулса иртекен тĕрлĕ хыпар-хăнарпа пĕрле паллашăпăр.

ПАЛЛАХ, вулакан пулмасан хаçат та пулмасть. Турра шĕкĕр, юлашки çулсенче пирĕн район хыпарçин тиражĕ çулсеренех палăрмалла ÿссе пырать. Акă, 2011 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче илсе тăма ăна уйрăмах Хуракасси, Сĕнтĕрпуç, Урхас Кушкă, Шĕнерпуç, Чăнкасси, Октябрьски, Карапаш тăрăхĕсенче активлă çырăннă. Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакансем те районта тухса тăракан хаçата хапăл тусах йышăнаççĕ. Урăхла пулма та пултараймасть ĕнтĕ. "Пирĕн сăмах" хаçат вăл районăн летопиçне çырса пыракан пĕртен-пĕр кăларăм-çке. Тепĕр майлă каласан, Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче пулса иртекен мĕнпур ĕç-пуçа анлă çутатса паракан, тăван район историне çыракан, унăн аталану çул-йĕрне палăртакан хаçат.

Сăмах май каласан, иртнĕ кĕçнерникун эпир Раççей пичечĕн кунне паллă турăмăр, ыран вара - Чăваш пичечĕн кунĕ. Çак хамăрăн професси уявĕ ячĕпе эпир "Пирĕн сăмах" хаçат редакцийĕнче нумай çул хушши чуна парса ĕçленĕ ветерансене, çавăн пекех район хыпарçин чи активлă обществăлла корреспонденчĕсемпе юнкорсене, хаçат вулаканĕсене ăшшăн саламласа малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх та, ăнăçупа çитĕнÿ сунасшăн.

ШĂПАХ Раççей пичечĕн уявне паллă тунă кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Федорович Моисеев тата унăн çумĕ Олег Владимирович Залогин "Пирĕн сăмах" хаçат редакцине килсе кунти сотрудниксемпе ăшă тĕлпулу ирттерчĕç, вырăнти журналистсене професси уявĕпе саламласа чĕрĕ чечек çыххи парнелерĕç, малашнехи ĕçре ырлăх-сывлăх сунчĕç. Асăннă тĕлпулура Пĕчченхыр ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пермь хулинче хаçат редакторĕнче ĕçлекен паллă ентешĕмĕр Евгений Михайлович Кольцов та пулчĕ. Вăл та пушă алăпа килмен "уяв кĕрекине". Пирĕн чи активлă обществăлла корреспондент, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Николай Иванович Иванов вара яланхиллех Чермĕш ялĕнчен редакци ĕçченĕсене саламлама ир-ирех килсе çитнĕ.

Тĕлпулура калаçу уяв теми тавралла çеç пымарĕ темелле. Паянхи район хаçачĕн пĕлтерĕшĕ, унăн тĕп тĕллевĕ тата пуласлăхĕ çинчен те сăмах тапратрĕç унта. Пĕр сăмахпа каласан, питĕ усăллă калаçу пулчĕ. Паянхи вулакана кăсăклантаракан ыйтусем пирки те уйрăммăн чарăнса тăчĕç тĕлпулăва пухăннисем.

С. КУЛИГИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика