Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавар туянакансем кăмăллă

04 декабря 2010 г.

Тавар туянакансем кăмăллă

Ялти лавккасем те хальхи вăхăтра хуларисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Çакна эпир Аксаринти суту-илÿ точкинче пулса курнă хыççăн тепĕр хут çирĕплетрĕмĕр темелле. Тулаш енчен те, шал енчен те улшăнса илемленнĕ, хăтлăх енчен те "пуянланнă" ялти магазин. Юсав ĕçĕсем хыççăн малтан кăмрăкпа хутса ăшăтнă лавкка çуртне кăçал вара "кăвак çулăм" ырлăхĕ çитнĕ, шыв та пур. Галина Мешкова ертсе пыракан сутуçăсен коллективĕ пысăк мар. Кунта малтан нумай çул хушши тăван ялхуçалăх предприятийĕнче кладовщикре вăй хунă Ирина Антоновăпа ача садĕнче бухгалтерта ĕçленĕ, каярахпа бухгалтерине пĕтĕçтерсе централизациленĕ хыççăн ĕç биржи урлă килнĕ Елена Пугачева вăй хураççĕ. Тавар ассортименчĕ те пуян. Вăл ял çыннисен кăмăлĕпе ыйтнине çех мар, хуларисене те тивĕçтерме пултарĕ, тĕрлĕрен кĕрпе-лапша, сĕт-çу, аш-какайран хатĕрленĕ çурма хатĕр продуктсем, улма-çырлапа пахча-çимĕç, бакалейăпа кондитер изделийĕсем, кил-тĕрĕш валли чашăк-тирĕк, кĕпе-тумтир, супăнь-порошок, ÿт-пĕве таса та илемлĕ тума пулăшакан косметика, хуçалăхра кирлĕ ытти тавар. "Таварсем сентресем çинче выртмаççĕ, вĕсене ял-йыш илсех тăрать, - кăмăлтан пĕлтереççĕ кунти ĕçченсем. - Çынсем ыйтнипе заказсем тусан Октябрьски райпо урлă вĕсен ыйтăвĕсене кĕске хушăрах тивĕçтереççĕ, ытти поставщиксен представителĕсемпе те тÿррĕнех ĕçлетпĕр".

Кăмăлтан васкаççĕ ял çыннисем лавккана тавар туянма. Суту-илÿ çурчĕ умĕнчи лаптăка тÿрлетсе çул тусан вĕсен йышĕ пысăкрах, кăмăлĕ лайăх пуласса шанас килет.

Г. ТРИФОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика