Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем шухăшлаттараççĕ те, ĕçлеттереççĕ те

04 декабря 2010 г.

Çулсем шухăшлаттараççĕ те, ĕçлеттереççĕ те

Республика правительствин тăрăшăвĕпе, вăл йĕркеленĕ программăпа районти кашни ял патне тенĕ пекех асфальтлă е вак чул сарнă çулсем çитрĕç. Çавах та çул проблеми çулсеренех ыйту кăларса тăратать, ял хушшинчи урамсем те йĕркелĕх ыйтаççĕ, хĕллехи тапхăрта çулсене юртан хырса тасатасси те пĕлтерĕшлĕ. Октябрьски хутлăх территорийĕнче, акă, вырăнти автомобиль çулĕсене хĕлле мĕнле организаци типтерлесе тăрасси паллă. Çитес çул валли администраци М. Тагеевăн хресченпе фермер хуçалăхĕпе килĕшÿ тунă.

Çуллахи вăхăтра та çул ыйтăвĕ ĕçлеттермесĕр тăман. Хурăнъялĕнчи "Западная" урама "Авторемзавод "Марпосадский" ОАО (ĕçе пурнăçлама конкурса вăл çĕнсе илнĕ) вак чул сарса якатнă.

Çул тени сайра мар чух çакăнса тăракан кĕперсем урлă та иртет. Октябрьски тăрăхĕнче кунашкаллисем уйрăмах йышлă, хăшĕ-пĕрисем хăрушлăх кăтартасси те инçе мар. Çакна кура çулла вырăнти администраци вĕсене тĕплĕ юсама тăрăшнă. Пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама Николай Кудряшова, Александр Медякова, Анатолий Медякова шаннă (ĕçлĕ килĕшÿ туса). Вĕсем Октябрьскинчи, Хурăнъялти кĕперсене юсанă, Малти Пукаш ялĕнчине вара çĕнĕрен тунă. Строительство материалĕсемпе М. Тагеевăн хресченпе фермер хуçалăхĕ тивĕçтернĕ.

И. ПАВЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика