Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăнкасси ял хутлăхĕнче - семинар-канашлу

04 декабря 2010 г.

Район администрациийĕне çĕнĕ пуçлăх Ю. Моисеев ертсе пыма тытăннăранпа хутлăхсен ĕç-хĕлĕнче те çĕнĕлĕх "çуралчĕ". Ырă йăлана кĕме тивĕç çĕнĕ йышши пĕрремĕш мероприяти çак эрнери ытларикун Чăнкасси ял хутлăхĕн территорийĕнче иртрĕ. Малашне район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, хутлăхсен пуçлăхĕсем пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вырăна тухса сÿтсе явма пуçлĕç. Кунсăр пуçне кашни хутлăх хăйĕн ĕçĕпе, социаллă инфраструктурипе, унăн аталанăвĕпе паллаштарĕ, каласа кăтартĕ.

Тен, пуçласа йĕркеленĕрен пирвайхи çулçÿревлĕ семинар-канашлăвăн программи пит анлă пулчĕ. Районти хутлăхсен пуçлăхĕсем, ытти яваплă ертÿçĕсем малтанах вырăнти социаллă инфраструктура объекчĕсене çитсе курчĕç. Ку шутра Чăнкассинчи Культура çурчĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, библиотека, шкул, Октябрьски райповĕн магазинĕ, çыхăну уйрăмĕ пулчĕç. Пĕр ялпа кăна çырлахмарĕç паллашуллă çулçÿреве тухнă муниципаллă служащисем. Шанарпуçĕнче, тĕпрен илсен, кăçатă йăвалакансен ялĕнче, Г. Гусевăн кил хуçалăхĕнче ку ĕç епле пулса пынипе паллашрĕç. Пĕр микроавтобуса вырнаçнă ĕçлĕ те туслă ушкăна Чăнкасси ял хутлăх пуçлăхĕ Г. Баринов ытти ялсенчи пултаруллă кил хуçисемпе те паллаштарма планланăччĕ. Шел те, уйрăм сăлтавсене пула çулçÿреве каялла, хутлăхăн тĕп ялне çавăрма тиврĕ. Семинар-канашлăвăн кун йĕркинчи ыйтăвĕсене сÿтсе явма тытăниччен пухăннисем Ю. Васильев район пуçлăхĕ ертсе пыракан Чăнкасси шкулĕпе тĕплĕ паллашрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ, акă, кашни класа тенĕ пекех кĕрсе тухрĕ, вĕренекенсемпе, учительсемпе калаçнă хушăра ачасем вĕренÿре епле ĕлкĕрсе пынипе те кăсăкланчĕ т. ыт. те.

Палăртмалла, практикăлла канашлу ĕçне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, РФ Патшалăх Думин депутатне К. Косачева пулăшакан А. Разумов та хутшăнчĕ.

САЛТАКА

АСАТАС ТЕСЕ

Семинар-канашлăвăн кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту çамрăксене çара ăсатасси çинчен пулчĕ. Хутлăх пуçлăхĕсем хăйсен территорийĕсенче салтака кайма вăхăт çитнĕ яшсемпе пач ĕçлемеççĕ тееймĕн. Сăмах алла повестка илсен те çара кайма васкаман çамрăксем çинчен пырать. Тĕслĕхрен, Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе ĕçлекен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ Э. Комиссаров асăннă тăрăх, пирĕн районтан кĕрхи йыхрав вăхăтĕнче 100 çамрăка салтака ăсатмалла. Иртсе пыракан уйăх пуçламăшĕ тĕлне планăн çуррине яхăн кăна пурнăçланă. Çавăнпа Э. Комиссаров та, унпа пĕрле килсе çитнĕ ЧР çар комиссарĕн çумĕ С. Козюра та хутлăх пуçлăхĕсене ĕçе вăйлатма, ун çине яваплăрах пăхма чĕнсе каларĕç.

Салтак шутне кĕмелли яшсемпе çар йыхравĕ вăхăтĕнче çеç ĕçлени çителĕксĕр. Пулас салтаксен сывлăхĕ çултан-çул хавшать. "Нумаях пулмасть салтака ямалли 100 çамрăкран 97-шĕ сывлăха пула çара юрăхсăрри палăрчĕ", - терĕ С. Козюра. Çавăнпа çамрăксен сывлăхне çирĕплетессине тĕп вырăна хумалла.

Çар ретне тăмалли кашни каччăна хутлăх пуçлăхĕ алăран çавăтса кирлĕ çĕре çитереймĕ, паллах. Çакна палăртса вĕсем хăйсем те сахал мар ыйту хускатрĕç.

ПРЕДПРИНИМАТЕЛЬСТВ¤НА

АТАЛАНТАРМАЛЛА

Пирĕн район территорийĕнче кăçалхи чÿк уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 111 çын пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăпа тăрăшать. Ку шутра Чăнкасси хутлăхĕнче - 14 çын. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ÿсĕм пур (4 единица таран). Çапларах кăтартусенчен пуçларĕ сăмахне район администрацийĕн экономика секторĕн ертÿçи Н. Яковлев. Предпринимательствăн асăннă категорине, килти хушма хуçалăха аталантарас, пулăшас тĕлĕшпе экономика пайĕ сахал мар ĕç тăвать темелле. Уйрăммăн палăртсан, пулас предпринимательсене тÿлевсĕр майпа бизнес-плансем хатĕрлеме пулăшать. Çавăн пекех конкурссене хутшăнса грантсем выляса илме майсем уçса парать. Кăçал ку енпе, акă, районти 5 гражданин республика, федераллă тата вырăнти бюджетсенчен укçа пулăшăвĕ илнĕ. Çапла майпа предпринимательствăна фотографи, ял халăхне ĕçмелли шывпа тивĕçтерес, йывăç ĕçлес, тимĕр-бетон производстви, компьютер тивĕçтерĕвĕ енĕсемпе аталанма пулăшнă. "Килĕшнĕ ĕçе пуçарса яр" район шайĕнчи конкурс, ăнлантаруллă, ĕçлĕ тĕлпулусем, семинарсем, пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу пани тата ытти те предпринимательство аталанăвĕшĕн ĕçлеме кирлĕ. Районшăн чи пĕлтерĕшли - предпринимательство ĕçĕ муниципалитет хыснине налукпа тултарма пултарни, урăхла каласан, вăл е ку предприяти район территорийĕнче регистрациленни.

Юлашки вăхăтра муниципалитет организацийĕсем валли тавара (ку шута "ĕç" ăнлану та кĕрет) аукционсем, котировка ыйтăвĕсем урлă сутăн илнине пит тимлеме пуçларĕç. Районăн тĕп экономисчĕ пухăннисене ку енпе туса ирттернĕ юлашки 10 уйăх хушшинчи итогсемпе паллаштарчĕ. Саккун çак йĕркепе тимлĕ ĕçлеме ыйтать, апла пулсан муниципаллă организацисен, хутлăх администрацийĕсен кирлĕ тавар тăратакансемпе е ĕç тăвакансемпе килĕшÿ тунă чух яваплăх çинчен манас çук. Пĕтĕмĕшле илсен вара, хаклашса пурнăçланă ĕçĕн эффективлăхĕ пысăк пулнине палăртрĕ районăн централизациленĕ бухгалтерийĕн пуçлăхĕ Г. Шипунова.

ВУТ-ÇУЛ¤М

ИНÇЕТРЕ Т¤Т¤Р

Район администрацийĕн ГО тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн заведующине Н. Борисова, районти шалти ĕçсен пайĕн участокри милиционерсен службин пуçлăхне А. Итальева пушарсенчен сыхланас, право йĕркине пăсас мар тĕлĕшпе вырăнти самоуправлени органĕсем обществăлла организацисемпе епле çыхăнса ĕçлени ытларах калаçтармаллаччĕ. Чăнкасси хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Баринов хăйĕн территорийĕнче ирĕклĕ халăх дружини тата çавнашкал пушара хирĕç ушкăн ĕçленине ĕнентерме тăрăшрĕ. Н. Борисов вара районта тухнă пушарсен хисепĕ (çулталăк пуçланнăранпа 43 пушар алхаснă, вĕсенче 4 çын вилнĕ), сăлтавĕсем çинче чарăннă хыççăн чăнкассисен ырă тĕслĕхне аса илтерчĕ. Кăçалхи шăрăхра пахчаçимĕçе шăвармашкăн кунта пурăнакансем шыв помписем туяннă. Çак хатĕр вара кирлĕ пек майлаштарса çитернĕ хыççăн çулăм инкекĕнче те пулăшать. Пушар сÿнтерекен ятарлă автомашина часах çитеймесен чăнкассисем (çуллахи тапхăрта) хăйсен ял çыннисене шанма пултараççĕ.

Аса илтерер, районта муниципаллă пушар хурал службисем 3 хутлăх территорийĕнче йĕркеленнĕ,Октябрьскинче, Хуракассинче, Сĕнтĕрпуçĕнче. Ытти хутлăхсем, тĕпрен илсен, вĕсен пулăшăвĕпе усă кураççĕ (хăйсем те пултарнă таран укçа-тенкĕпе пулăшса).

Районти шалти ĕçсен представителĕ асăннă тăрăх, право йĕркин профилактикине пурнăçласа пыма ансатах мар. Çакă хутлăх территорийĕсенче участокри милиционерсем çитменнипе çыхăннă.

ÇУТ¤ПА

ИЛЕМЛЕТСЕ

"Кăшарни çути" ("Рождественское сияние") ятпа çулсеренхи пекех кăçал та районта ятарлă конкурс иртĕ. Ун вăхăтĕнче çутă енчен чи лайăх та сăнарлă илемлетнĕ объектсене, территорисене палăртĕç. Çĕнтерÿçĕсем çакнашкал номинацисенче палăрĕç,чи лайăх хутлăх; организаци; вĕренÿ заведенийĕ (аслă тата пĕтĕмĕшле вăтам тата хушма пĕлÿ паракан); культура учрежденийĕ; уйрăм çурт; балкон.

Конкурса хутшăнма заявкăсене раштавăн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр тăратмалла. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе тата "Мариинский"ФСКри бассейна тÿлевсĕр çÿреме абонемент парса чыслаççĕ.

КАЛАÇУ ХЫÇÇ¤Н -

СПОРТ ЗАЛНЕ

Семинар-канашлу ял хутлăх территорийĕнче иртнĕ май вырăнти ыйтусене татса парассипе хутлăхсен мĕнле ĕçлемелли (хутлăх полномочийĕсене шута илсе), граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке те (федераллă саккунпа килĕшÿллĕн) калаçтарчĕ. Район администрацийĕн йĕркелÿ ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ К. Федорова кун пек чухне асра тытма кирлĕ саккунсен тĕп "тĕшшине" уçса пачĕ.

Анлă канашлăва икĕ пая уйăрса Чăнкассинчи тата районăн тĕп Культура çурчĕсенчи артистсем хăйсен юрри-ташшипе "çемçетрĕç".

Ĕçлĕ пая вĕçлесе, культура илемĕпе чуна килентернĕ хыççăн ертÿçĕсем шкулăн спорт залĕнче волейболла выляса вăй виçрĕç. Хутлăх пуçлăхĕсем район администрацийĕн командипе тупăшрĕç, пысăках мар шутпа кăна выляса ячĕç. Ку темех мар, мĕншĕн тесен спорт залĕнче туслăх, ăнланулăх, хавхаланулăх хуçаланчĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ, халăхра каланă пек, çăмăл ача пулса ăмăртура тĕслĕх кăтартрĕ. Кун пек чух малашнехи ĕçсем те ăнсах пымалла пек туйăнать.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика