Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕн Çырăвĕнче - малашлăх аталанăвĕ

04 декабря 2010 г.

 

Чÿк уйăхĕн юлашки кунĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д. Медведев йăлана кĕнĕ тăрăх Федераци Пухăвне Çыру ярса патшалăхăн малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕ. Çырура палăртнă тĕллевсем, задачăсем пире, ахаль граждансене, пырса тивеççĕ-и, пурнăçа çăмăллатма майсем уçса параççĕ-и. "Çапла пулмасăр. Паллах", - терĕç мана ку ыйтупа кăсăклансан район администрацийĕн çуртĕнче тĕл пулнă юлташсем. Итлесе пăхар-ха вĕсене.

М. ЕФРЕМОВА,

районăн тĕп агрохимикĕ,

- Мана уйрăмах демографи, çамрăксен, нумай ачаллă çемьесен ыйтăвне тивĕçлипе тимлени савăнтарчĕ. Акă, виçĕ е ытларах ача çуратсан, çемье çурт е дача лартма çĕр лаптăкне тÿлевсĕр илме пултарать. Кунсăр пуçне кун пек нумай ачаллă çемьесем валли налук çăмăллăхĕсем те палăртнă.

О. ГУСАРОВ,

районăн тĕп агрономĕ,

- Раççей Президенчĕн Çырăвĕнче пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ самантсем чăннипех те сахал мар. Мана вара Президент экологи теми çине тарăннăн пăхма ыйтни, пулас ăрăва мĕн пĕчĕкрен экологи воспитанийĕн никĕсĕ çинче пăхса çитĕнтерме чĕнсе калани килĕшрĕ.Тавралăх пахалăхĕн нормативне йĕркелеме планлани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн пуласлăх пурăнмалли вырăн, тавралăх тасалăхĕнчен, типтерлĕхĕнчен çав тери нумай килет.

М. ВАСИЛЬЕВА,

ЧР ялхуçалăх министерствин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи представителĕ,

- Çыншăн чи хакли вăл - сывлăх. Çырура хускатнă модернизаци ăнлав медицина сферин ăшчикне тĕплĕ кĕрсе вырнаçмалла. Президент ача-пăча поликлиникисене технологи енчен модернизацилемеллине палăртать. Çавна май больница ĕçченĕсен квалификацине ÿстерме кирлине те манмасть.

М. ИВАНОВ,

район администрацине хăйĕн ĕçĕпе çитнĕскер,

- Çырупа тĕппипех паллашма вăхăт çитереймерĕм. Çавах та хамăн шухăша калама пултаратăп. Мана муниципаллă пулăшупа тивĕçтерес системăна оптимизацилеме тăрăшни савăнтарчĕ. "Пĕр чÿрече" принцип ĕçлесе кайсан, кирлĕ документсем пуçтармашкăн чупса çÿресе хăшкăлма тивмĕ.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика