Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ю. Моисеев, "Çынсене мĕнле ĕçленине кура хаклатăп"

04 декабря 2010 г.

Ю. Моисеев,  

Шăпах икĕ эрне каялла Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхне уйăрса лартас тĕллевпе конкурс иртрĕ. Унта Республикăн влаç органĕн представителĕсенчен, район Пухăвĕн депутачĕсенчен йĕркеленĕ комисси членĕсем пĕр сасăллă пулса çак пысăк должноçа ларма кăмăл тунă пилĕк кандидатран пĕрне - Ю. Моисеева - суйласа илчĕç. Çапла вара пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн йывăр лавĕн тилхепине халĕ 46 çулхи Юрий Федорович МОИСЕЕВ тытса пырать. Эпир вара сире, хисеплĕ вулакансем, районăн çĕнĕ ертÿçипе тĕплĕнрех паллаштарма шутларăмăр, унран интервью илтĕмĕр.

- Юрий Федорович, тем тесен те Эсир пирĕн тăрăхра пурăнакансемшĕн "çĕнĕ" çын, çавăнпа та хăвăр çинчен кăштах каласа парăр-ха, ăçта çуралса ÿснĕ, мĕнле йăх-тымартан тухнă, ку таранччен мĕн ĕçлесе пурăннă?

- Тархасшăн, хаваспах. Эпĕ Юхма тăрăхĕнче - Патăръелĕнче (район центрĕ) кун çути курнă. Дарья Андреевнăпа Федор Петрович Моисеевсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Атте Патăръелĕнчи апат-çимĕç комбиначĕн директорĕнче, анне ветеринарта ĕçленĕ. Вĕсем пире - виçĕ ывăлпа пĕр хĕрне, мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ, тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерме тăрăшнă. Шел пулин те, аттепе анне пирĕнтен ир уйрăлса кайрĕç...

Патăръелĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн эпĕ Шупашкарти педагогика институтне вĕренме кĕтĕм, мĕн ачаранах спортпа туслă пулни илсе çитерчĕ мана çак аслă вĕренÿ заведени алăкĕ патне. Кунти физкультура факультетне пĕтернĕ хыççăн 1985 çулта тăван Патăръел шкулĕнче ачасене вĕрентме тытăнтăм, çав вăхăтрах хамăн спортри çитĕнÿсене çĕнетсех пытăм. Сăмах май каласан, эпĕ ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе СССР спорт мастерĕн, тутар тата пушкăрт кĕрешĕвĕн Раççей спорт мастерĕн ячĕсене илме тивĕçрĕм.

- Сирĕн ĕç биографийĕнче физкультурăпа спорт кăна мар-çке. Хăй вăхăтĕнче Эсир Патăръел ял администрацийĕн пуçлăхĕнче те, кунти ялхуçалăх предприятин ертÿçинче те чылай çул хушши ĕçленĕ. Çав вăхăтрах пединститутра илнĕ аслă пĕлÿпе кăна çырлахса ларман, 2001-мĕш çулта Патшалăх службин Атăлçи-Вятка академийĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнă, И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче те пĕлÿ пухнă. Ку çех мар-ха. Эсир çамрăклах политика ĕçне те хастар кÿлĕнме тытăннă. ¤çтан пур çĕре те ĕлкĕрнĕ?

- Тĕллев лартсан пур çĕре те ĕлкĕрме пулать. Чи кирли - ÿркенмелле мар, манăн кукамай калашле, ĕçрен хăрамалла мар, ĕçлесен çын пурăнать. Политика тенĕрен, эпĕ ку таранччен хамăн пурнăçра сакăр хутчен тĕрлĕ шайри суйлавра хам кандидатурăна тăратнă, пуринче тенĕ пекех çĕнтернĕ. Пĕрремĕш хут Патăръел район Пухăвĕн депутачĕ пулма мана 1990-мĕш çулта шаннă, ун чухне эпĕ шăпах 25 çултаччĕ. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма вара мана хамăр тăрăхри халăх икĕ созывра та тăратнă, иккĕшĕнче те çĕнтерсе, эпĕ хама шаннă суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларма тăрăшрăм. 2004-2006-мĕш çулсенче çак республикăри çÿллĕ шайри депутат ĕçне пуçĕпех кÿлĕнтĕм темелле, тепĕр майлă каласан, ку манăн тĕп ĕç пулса тăчĕ.

- Эппин, Сирĕн, Юрий Федорович, педагогикăпа ял хуçалăхĕнче пухнă пуян опыт çеç мар, урăххи те çителĕклех. Тĕслĕхрен, политикăпа обществăлла пурнăç анине те сахал мар "сухалама" тивнĕ Сире. Тен, шăпах çакăн пек пысăк "багаж" пулăшĕ те пирĕн района кĕрсе ÿкнĕ йывăр лару-тăруран (уйрăмах ялхуçалăхĕнче) туртса кăларма. Эсир çакна шанатăр-и?

- Шанатăп, паллах. Шанман пулсан ку ĕçе тытăнман та пулăттăм. Уçăмлăрах пултăр тесен пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартатăп. Хăй вăхăтĕнче пĕр кая юлнă хуçалăха самаях ура çине тăратма пултартăм. Çав хуçалăхра эпĕ ертÿçĕ пулса ĕçлеме тытăннă чух сăвакан ĕне 70 пуç кăначчĕ, вĕсем талăкра 230 литр сĕт антаратчĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн сĕт паракан ĕнесен шучĕ 200 пуç ытла ÿсрĕ, талăкра 3 тонна ытла сĕт сума тытăнтăмăр. Çапла, пирĕн унта пĕр хуçалăхра çавăн чухлĕ сăвакан ĕне, кунта вара районĕпе те 178 пуç кăна шутланать.

- Ан кÿренĕр те, çак ыйтăва памасан хаçат вулаканĕсем мана ăнланмĕç пулĕ тесе шутлатăп. Çавăнпа та хăюлăх çитерсех Сирĕнтен çакна та ыйтасшăн, мĕн çыхăнтарать-ха Сире Сĕнтĕрвăрри районĕпе, вăл Сирĕншĕн ют мар-и?

- Çук, ют мар. Манăн ачасен кукашшĕ, Николай Сергеевич Перов, Малти Пукаш ялĕнчен. Тепĕр майлă каласан, манăн мăшăр Галина Николаевна ку тăрăхран. Вăт унăн ентешĕсене пулăшма килнĕ те эпĕ кунта. Мĕншĕн сĕнтĕрвăррисен патăръелсенчен каярах пурăнмалла. Пĕрле кар тăрсан, килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен, лартнă тĕллеве пурнăçлатпăрах. Ытларах инвесторсене явăçтарсан, тĕрлĕрен программăсене лайăх ĕçлеттерсе ярсан, уйрăм хуçалăхсене аталанма (ЛПХ) тĕрлĕ çăмăллăхсемпе активлăрах усă курма тытăнсан пăр тапранатех вырăнтан.

- Юрий Федорович, Сĕн-тĕрвăрри çĕрĕ çинче хăвăрăн пĕрремĕш ĕç кунне мĕнлерех кăмăл-туйăмпа пуçланине каласа парăр-ха. Мĕнпе асра юлчĕ вăл Сирĕншĕн?

- Тунтикун, чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче, эпĕ райадминистрацинче планерка ирттернĕ хыççăн "Звезда" тата "Восток" ялхуçалăх предприятийĕсенче пултăм. Кунти шкулсемпе ача сачĕсене те кĕрсе куртăм. Урхас Кушкăри шкулта, ача садĕнче сивĕ пулни кăмăла хуçрĕ, паллах. Кунта çутçанталăк газĕпе усă курса çак вĕрентÿ учрежденийĕсенче ăшăпа тивĕçтерес ĕçе хĕл пуçламăшĕнче кăна пурнăçлама хăтланни мана тĕлĕнтерчĕ. Малашне кун пек пулмĕ, кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пур. Тата сăмах ачасем çинчен пырать. Мĕншĕн -ха пирĕн вĕсемшĕн тăрăшмалла мар, ачасем пирĕн пуласлăх-çке. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев иртнĕ ытларикун Федераци Канашне янă Çырура çитес ăрушăн тăрăшас шухăш тĕпре тăнă.

- Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать, теççĕ. Çак ваттисен каларăшĕ чылай чухне хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Кирек мĕнле ертÿçе те хăйĕнпе пĕр тĕллевлĕ команда пурри кулленхи ĕçре пулăшать. Район администрацийĕ çак кунсенче çĕнĕ кадрсемпе "пуянланни" шăпах команда пирки систермест-и?

- Çапла, манăн строительство енĕпе ĕçлекен çум ĕçĕсене туса пыракан Николай Дмитриевич Краснов тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çум ĕçĕсене туса пыракан Олег Владимирович Залогин - район администрацийĕнче çĕнĕ çынсем шутланаççĕ, анчах вĕсен иккĕшĕн те ĕç опычĕ пуян, вĕсем унпа ăнăçлă та пур енлĕ усă курасса шанатăп эпĕ. Тĕслĕхрен, Н. Краснов строительствăпа ЖКХ системинче сахал мар вăй хунă. О. Залогина сĕнтĕрвăррисем хăйсемех лайăх пĕлеççĕ. Эпĕ вара хам яланах çынсене мĕнле ĕçленине кура хаклама хăнăхнă. Ĕçлес текен çыншăн ĕç тупăнатех. Акă, сăмах май каласан, пирĕн администрацине строитель профессине алла илнĕ виçĕ çын кирлĕ.

Ĕç темине малалла тăсса çапла та калас килет, халĕ уйрăм предпринимательсене ĕçлесе кайма, хушма хуçалăхсене аталанма патшалăх тĕрлĕ майпа пулăшать, ĕçлеме ан ÿркен кăна. Акă, çак кунсенче Чăнкасси тăрăхне çитсе килме тÿр килчĕ. Кунта районти хула, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсемпе семинар-канашлу ирттернĕ хыççăн вырăнти халăх пурнăçĕпе кăсăклантăм. ‰ркенменнисем 20-30-шар мăшăр кăçат йăваласа Мускава кайса сутаççĕ, укçа тăваççĕ.

- Мĕнех, Юрий Федорович, - уçă калаçушăн пысăк тав. Эпир вара "Пирĕн сăмах" район хаçачĕн пин-пин вулаканĕ ячĕпе Сире район администрацийĕн пуçлăхĕн яваплă ĕçне шанса панă ятпа ăшшăн саламлатпăр, малашнехи пурнăçра ăнăçу та çитĕнÿ, ырлăх-сывлăх сунатпăр.

С. КУЛИГИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика