Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каникул тавракурăма ÿстерет

10 июля 2010 г.

 

Усăллă та савăнăçлă ирттерме тăрăшаççĕ çуллахи каникул кунĕсене Шуршăлти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем. Çу тăршшĕпех, палăртнă графикпа, тĕрлĕрен классенчи ачасем ирсерен тăван шкула васкаççĕ. Унта вĕсене тус-юлташĕсем кăна мар, класс ертÿçисемпе ытти вĕрентекенсем те кĕтеççĕ.

Кĕçех куçа илемлĕхпе савăнтаракан тĕрлĕ тĕслĕ чечеклĕ клумбăсемпе шкул садĕнчи йăрансем çинче, паллă ентешĕмĕрĕн А. Г. Николаев бюсчĕ умĕнче, шкулăн спорт площадкинче ĕç вĕреме пуçлать. Пĕрисем черетленсе çурăлакан чечексене çумкурăксенчен тасатаççĕ, иккĕмĕшĕсем йăрансем шăвараççĕ, виççĕмĕшĕсем çывăхри лаптăка çÿп-çапран тасатса тирпей-илем кĕртеççĕ, ÿссе кайнă курăка çулаççĕ.

Шуршăл ялĕ чăвашсемшĕн кăна мар, тĕнчипех паллă – 3-мĕш космонавтăн çуралнă çĕршывĕ пулнăран кунта час-часах тăван çĕршывăн тĕрлĕрен кĕтесĕсенчен хăнасем килсе кураççĕ. Çакна ялан асра тытаççĕ Шуршăл шкулĕнче вĕренекенсем. Çавна май хăйсен ентешĕпе мухтанаççĕ, Шуршăла килекен хăнасем те экскурсисемпе кăмăллă пулччăр тесе, ачасем ялан тавралăха таса, илемлĕ тытассишĕн тăрăшаççĕ.

Шкул столовăйĕнче кăнтăр апачĕпе апатлансан ачасем тĕрлĕрен вăйăсем выляççĕ, киле тулли кăмăлпа таврăнаççĕ. Час-часах класс ертÿçисемпе улăх-çарана, вăрман-катана, унти çутçанталăкпа, ÿсен-тăранпа хурт-кăпшанкă, кайăк-кĕшĕкпе чĕрчунсен тĕнчипе паллашаççĕ.

Нумаях пулмасть улттăмĕш класс пĕтернĕ ачасем хăйсен класс ертÿçипе Г. Кузьминапа Макашки вăрманĕ текен вырăна çÿлçÿреве тухрĕç. Çурăм хыçĕнче апат-çимĕç тултарнă кутамккасем, алăра вăлта хулли, пулă шÿрпи пĕçерме – çулçÿрев хуранĕ. Тавралăхпа киленсе пыракан ачасене Галина Павловна вырăнти топонимикăпа (сăрт-ту, çăлкуç, вăрман-ката ячĕсемпе) паллаштарчĕ, вĕсене мĕншĕн апла каланине ăнлантарчĕ. Ачасен куçĕнчен таврари йывăç-курăксем те «вĕçерĕнмерĕç». Опытлă педагог хăйĕн вĕренекенĕсене вĕсен сиплĕхĕ çинчен нумай интересли каласа пачĕ, чир-чĕрсенчен сывалмалли рецептсемпе паллаштарчĕ. Çулпа пынă май ачасем сар çип упи, чавка куç чечекĕ, матрÿшке, чĕкеç курăкĕ, çăка çеçкийĕ пуçтарчĕç. Вырăна çитсен вĕсем уçланкăра ÿпле турĕç, Çĕнĕ пĕвере шыва кĕчĕç, пулă тытрĕç, кăвайт çинче пулă шÿрпи, симĕс курăк яшки пĕçерсе çирĕç, сиплĕ чечек çыххинчен пуçтарнă техĕмлĕ чей вĕретсе ĕçрĕç. Каярахпа уçланкăра вăйă-кулă пуçланчĕ. Галина Павловна вĕсемпе çутçанталăка упрамалли çинчен, тавралăха çÿп-çаппа вараламалла марри çинчен калаçу ирттерчĕ. Ачисемпе çулçÿреве хутшăннă амăшĕсем çак вырăнта хăйсене 20-30 çул каялла чаплă лару-тăрура пионера йышăнни çинчен тата тĕрлĕ кăсăклă япаласем каласа пачĕç. Ачасем çулçÿреврен хавхаланса таврăнчĕç.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика