Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шаннă вырăнта – Шанарпуç уявĕнче

10 июля 2010 г.

 

Шанарпуç тăрăхĕнче çÿрекен халап тăрăх, çак яла пуçарса яракансем кÿршĕри Куславкка районĕнчи Карамышево ялĕнчен куçса килнĕскерсем пулнă-мĕн. Темиçе çын тăшмансенчен тарса вăрманлă, çырма-çатраллă вырăна çитсе тухнă та çакăнта пытанса пурăнма аваннине чухласа илнĕ. «Шанар пулĕ çак вырăна, çакăнта пурăнма тытăнар», – тенĕ-мĕн ватăсенчен пĕри. Çапла, 1725-мĕш çулта Шанарпуç ялĕ йĕркеленсе кайнă. Çакнашкал инсценировкăпа уçăлнă шанарпуçсен ял уявĕ.

Шанарпуçсем – пултаруллă та паттăр халăх, çавăнпа ĕçре кăна мар, уявра та тулăх савăнма хăнăхнă. Савăнăçĕ, юрри-ташши, вăййи-кулли иртнĕ шăматкун шанарпуçсемшĕн çителĕклех пулнă. Уявăн официаллă пайне Чăнкасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Г. Бариновпа Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен пай пуçлăхĕ Н. Борисов саламласа пуçланă.

Ял тени чи малтанах пуçаруллă çынсем çинче никĕсленет. Шанарпуçĕнче унашкаллисем чылай. Вĕсене çулсеренех иртекен ял уявĕсенче ушкăнăн-ушкăнăн Хисеп хучĕсемпе чысласах тăраççĕ. Кăçал та влаçăн ĕç тăвакан органĕн представителĕсем пултаруллисене уйрăммăн палăртнă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, шанарпуçсен ял уявĕ кăçал та спорт мероприятийĕсемпе пуян пулнă. Шанарпуç ялне чи малтанах шахматистсен ялĕ тени вырăнлă пулĕ. Кунта районти титуллă шахматистсенчен пĕри, асăннă вăййа çамрăксем хушшинче чылай çул анлă пропагандăлакан Валерий Павлович Тимофеев пурăнать. Запасри майорпа, Чернобыльте пулса иртнĕ инкеклĕ событисене хутшăннă Александр ывăлĕпе вăл иккĕмĕш çул уявра шашка-шахмат вăййисен спонсорĕ пулнă. Ку ăмăртусăр пуçне шанарпуçсемпе хăнасем волейболла выляса та, 16 килограмлă кире пуканне йăтса та вăй виçнĕ. Кăмăллакансем «Манăн ял» ятлă ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнма та пултарнă. «Ку кăсăклă» темăллă сочиненисен конкурсĕ те илĕртнĕ нумайăшне.

Спорт теминчен инçете каймасăр пĕтĕмĕшле итогсене палăртса хăвармалла. Çапла, волейболла выляса çĕнтерÿçĕ ятне çамрăксен команди тивĕçнĕ. Шахматла выляссипе, паллах, В. Тимофеева çитекенни пулман, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене вара А. Дунаевпа Д. Чаркин çĕнсе илнĕ. Шашистсенчен М .Тимофеева палăрнă, призерсен йышне Ж. Ларионовăпа Л. Богоявленова лекнĕ. Пĕр пăтлă кире пуканне А. Екантьев пуринчен нумай çĕклеме пултарнă.

Ялти пĕр площадкăра спорт вăййисем иртнĕ пулсан, тепринче чăваш эстрада çăлтăрĕсем – А .Васильев , Л. Семенова, О Кондратьева юрăçсем – хăйсен уçă сассисемпе тавралăха янăратнă, ял халăхĕн чунне килентернĕ, алли-урине вăхăтлăха та пулин ĕçрен кантарнă.

Виççĕмĕш площадкăра кăвайт çинче чăвашсен ĕлĕкхи апачĕ – шÿрпе вĕренĕ, шашлăк пиçнĕ.

Уява тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерме шанарпуçсем хытă тăрăшнă. Çав хушăрах ку ĕçе курăмлă пулăшу кÿнĕ хăш-пĕр çынсене те уйрăммăн палăртмалла. Вĕсен шутĕнче, акă – В. Николаев, Е. Иванова, Г. Иванов, М .Ефремова, Н. Холдырчева, Е. Петрова, О. Киселева, Н. Кириллов тата ыттисем те.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика