Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă та ĕçчен

10 июля 2010 г.

 

Шăпах çакăн пек сăмахсем калас килет Карапаш ялĕн çыхăну уйрăмĕнче çичĕ çул ытла ырми-канми тăрăшса вăй хуракан Алина Вячеславовна Енцова почтальон пирки. Вăл та пирĕн конкурс çĕнтерÿçи. Район хаçатне иккĕмĕш çур çулшăн самаях çырăнтарнă Карапаш тăрăхĕнче. «Манăн юратнă кукка Петр Михайлович Енцов (Вашават) район хаçачĕн редакцийĕнче чылай çул ĕçленĕ. Çавна май эпĕ çак хаçата пĕчĕк чухнех юратса вулаттăмччĕ, унăн кашни номерне алла илсенех чи малтан кукка çырнă материалсене шыраттăмччĕ. Çак хăнăхнă йăлапа халĕ те эпĕ район хыпарçине чи малтан алла илетĕп, ыттисене те çырăнтарма тăрăшатăп» , – тет Алина Вячеславовна. Çак пултаруллă та вăр-вар çамрăк хĕрарăм пилĕк ача амăшĕ пулнине пĕлсен хытă тĕлĕнтĕм. Унăн аслă ывăлĕ – Дима – 20 çулта, кĕçĕнни, Диана – тăваттă тултарнă. 18 çулхи Алеша, унран икĕ çул кĕçĕнрех Саша тата вунвиçĕ çулхи Анюта пушă вăхăт пур чухне час-часах амăшне хаçат-журнал валеçме пулăшаççĕ. Çавăн пекех килти выльăх-чĕрлĕхе пăхаççĕ, пахчаçимĕç ÿстернĕ çĕрте те тăрăшса ĕçлеççĕ вĕсем. Çапла, Енцовсен ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех пĕчĕклех ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ. Çемье пуçлăхĕн – Володьăн алли «ылтăн» темелле. Вăл ăста платник те, водитель те, слесарь-сантехник те.

Карапаш ялĕн çыхăну уйрăмне 22 çул ытла ĕнтĕ Любовь Григорьевна Антонова ертсе пырать. Вăл та Алина Вячеславовна почтальон пирки, çавăн пекех кунта унпа пĕрле вăй хуракан Эльвира Африкановна Оливанова пирки те ыррине кăна каларĕ. Çак икĕ почтальон тăватă яла, Уй Пилемĕч, Вăрман Пилемĕч, Карапаш тата Кĕчкей ялĕсенче пурăнакан çынсен ыйтăвĕсене яланах туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ, килĕрен-киле çÿресе ырă хыпар валеçеççĕ.

Мĕнех, эпир вара район хыпарçин пин-пин вулаканĕ ячĕпе хамăр конкурс çĕнтерÿçисене, çавăн пекех районти çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсене професси уявĕпе – Раççей почтин кунĕ ячĕпе – чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика