Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуракассисем – конкурс çĕнтерÿçисем

10 июля 2010 г.

 

Йăлана кĕнĕ йĕркепе «Пирĕн сăмах» («Наше слово») хаçат редакцийĕ юлашки çулсенче, кашни çырăнтару тапхăрĕнчех, почта çыхăну уйрăмĕсемпе почтальонсем хушшинче район хыпарçине ытларах сарассишĕн конкурс ирттерет. Кăçалхи иккĕмĕш çурçуллăхшăн хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Çавна май эпир асăннă конкурсăн итогне те пĕтĕмлетрĕмĕр, унăн çĕнтерÿçисене вара шăпах Раç-çей почтин кунĕ умĕн Дипломсем, парнесем парса хавхалантартăмăр.

Иртнĕ çулсенче пирĕн конкурс çĕнтерÿçисен шутĕнче Сĕнтĕрпуç, Кукашни, Октябрьски çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсем пулнăччĕ, Дипломсемпе призсене тивĕçнĕччĕ. Асăннă коллективсенче вăй хуракан почтальонсем кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн та район хаçатне ытларах çырăнтарас енĕпе лайăх ĕçленине палăртмалла, вĕсене çывхарса килекен професси уявĕпе саламласа çакăншăн чĕререн тухакан тав сăмахĕ каласшăн эпир.

Халĕ вара кăçалхи çĕнтерÿçĕсем патне таврăнар. Вĕсем – Хуракасси почта çыхăну уйрăмĕнче вăй хуракансем. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ çак туслă та ĕçчен коллектива Инна Владиславовна Ашуркина ăнăçлă ертсе пырать. Нина Васильевна Ярусова, Ираида Ильинична Никитина, Ольга Николаевна Хлебнова, Ираида Николаевна Уткина почтальонсем шанса панă ĕçе умри яваплăха туйса пурнăçласа пыраççĕ. Мĕнпурĕ çичĕ яла тивĕçтерет кунти çыхăну уйрăмĕ, Хуракасси, Ваçликасси, Эльменкасси, Çĕньял Пукаш, Вăта Пукаш, Нарат Чакки тата Услă Пукаш. Ял çыннисен ыйтăвĕсене яланах туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ хулпуççи урлă йывăр сумка çакса тухнă почтальонсем. Вĕсем кирек мĕнле çанталăкра та – чăтма çук шăрăх-и, çумăр лÿшкет-и, е çил-тăман – ниме пăхмасăр килĕрен-киле çÿресе тĕрлĕ хаçат-журнал (мĕнпурĕ 1178 экземпляр) валеçеççĕ, саламлă çырусемпе савăнтараççĕ, ватăсене пенси укçипе тивĕçтереççĕ. Кунсăр пуçне сумки-сумкипе хуçалăхра кирлĕ пулакан вак-тĕвек тавар йăтса çула тухаççĕ, çапла вара кун каçа вун-вун çухрăм утаççĕ. Почтальон ялта чи хисеплĕ те кĕтнĕ çын пулни каламасăрах паллă, анчах унăн йывăр ĕçне тивĕçлипе хаклаççĕ теме çук-ха, халлĕхе ĕç укçийĕ пĕчĕк вĕсен. Шăп çак сăлтава пулах, тепĕр чух, хăшпĕр ялсенче почтальонра ĕçлеме çын та тупаймаççĕ. Хуракасси çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакансем те хăйсен ĕçĕ çине «çÿлте ларакансем» тивĕçлипе çаврăнса пăхасса питĕ шанаççĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика