Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Болгари, Голланди хăнисем

10 июля 2010 г.

 

Нарат Чаккинчи Даньковсен этнографи музейĕллĕ хăна çуртĕнче ют çĕршыв хăнисем татăлма пĕлмеççĕ тейĕн. Нумаях пулмасть кунта вунçичĕ çынран тăракан ушкăн пулнă. Ушкăн йышĕнче – Болгари, Голланди юрăçисем. Вĕсем, тĕпрен илсен, Раççей халăх культурипе анлăн кăсăкланакансем, çав культурăна хăйсен çĕршывĕнче аталантарма тăрăшакансем. Наратчаккисем асăннă ялти «Шăнкăрав» (сăмах май, ăна музей çурчĕн кил хуçийĕ Л. Данькова ертсе пырать), Хуракассинчи «Шÿлкеме» фольклор ансамблĕсем хăнасене чăвашсен йăлипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ, кăпăклă сăрапа сăйланă. Пăлхар, голланди юрри-ташшисемпе тулнă концерт Даньковсен кил-çурчĕ умĕнче симĕс курăк çинче иртнĕ. Ют çĕршыв хăнисем ятарласа курма пуçтарăннă ял çыннисене те хăйсемпе пĕрле юрлаттарнă, ташлаттарнă. Чикĕ леш енчи туссем хăйсен наци юррисене çеç мар, вырăс, чăваш халăх юррисене те хăйсене май шăрантарнă.

Хăнасене кĕтсе илме тухнă Нарат Чакки чиркĕвĕн пачăшки Иоанн атте пăлхарсемпе голландецсене чиркÿ çуртне чĕннĕ. Лешсем хаваспах килĕшнĕ. Мăн чиркÿпе паллашнă хыççăн вĕсем ун ăшчиккинче тĕн юррисене хăйсен чĕлхипе юрланă. Темиçе саспа шăрантарнă юрăсем чиркÿре пĕр тикĕссĕн шăнкăртатакан юханшыв юххийĕ майлă тĕлĕнмелле уççăн янăранă.

Çав тери ăшă кăмăлпа сывпуллашнă хăнасем хăйсене тарават кĕтсе илнĕ наратчаккисемпе.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика