Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утă – выльăх валли те, укçа тума та

10 июля 2010 г.

 

 

Юлашки вăхăтра типĕ çанталăк тырпула пĕтерни аграри ĕçченĕсене хытах пăшăрхантарать пулин те вĕсем выльăх апачĕ хатĕрлесси çине алă сулмаççĕ. Выльăх йышĕ валли утта çителĕклĕ хатĕрленипе пĕрлех сутса укçа тумалăх та запаса хываççĕ. Çак эрне варри тĕлне, сăмахран, районти ялхуçалăх предприятийĕсенче утта 800 тонна типĕтсе, пресласа хатĕрленĕ, силоса 1800 тонна таран траншейăсене хывнă.

Уйрăм хуçалăхсене илес пулсан, мăйракаллă шултра выльăх-вăкăрсем самăртассипе специализациленекен «Сентреш» агрофирма» ОООра 400 тонна силос, 50 тонна утă хатĕр те ĕнтĕ. «Восток» СХПКра силосăн иккĕмĕш лакăмне тултарма тытăннă (пĕтĕмĕшле калăпăш 1200 тонна). Хуракассинчи Н. Плотникован хресченпе фермер хуçалăхĕнче те, «Рассвет» ОООра та выльăх апачĕ хатĕрлесси анлăн пурнăçланать.

А. Г. Николаев ячĕллĕ ОООра тата ытти хуçалăхсенче те хĕрсех утă тăваççĕ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика