Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрăх тыр-пула пĕтерет

10 июля 2010 г.

 

«Çакă çутă тĕнчере вăйли çук çанталăкран», – тесе калаттарнăнах туйăнаççĕ юлашки вăхăтри шăрăх кунсем. Чăн та, эпир çутçанталăк ачисем пулнă май, унран иртейместпĕр. Çутçанталăкпа килĕшÿллĕ те çураçса пурăнасси вара пур чухне те пулсах пымасть. Тен, çавăнпа-и пирĕн çĕрсем вăрах хушă нÿрĕк илеймеççĕ.

Апла-и, капла-и, анчах шăрăх тăракан çанталăк çĕр ĕçченĕсен умне те çав тери çивĕч ыйтусем лартать. Çакă акнă тырпул вĕри çанталăка пула ĕнсе пынипе çыхăннă. Тырă пучахланать темелле, анчах вăрă параймасть, мĕншĕн тесен нÿрĕк çитмест. Тырпул уйĕсем пĕтсе пынине, вăрмансем çуннине кура Раççейăн чылай регионĕсенче чрезвычайлă лару-тăру хуçаланать. Пирĕн республикăра та çакнашкалах. Кăçалхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа (район администрацийĕн 422-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн) Сĕнтĕрвăрри район территорийĕ те – чрезвычайлă лару-тăрура. Çавна май хутлăхсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен ертÿçисене тивĕçлĕ йĕрке тытса пыма, ятарлă плансем тума сĕннĕ. Оперативлă мерăсем инкек-синкекрен хÿтĕленме е вăл сиксе тухсан çухатусемпе тăкаксене чакарма пулăшмалла.

Уйрăммăн ял хуçалăхне илсессĕн, райадминистрацин 424-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе районта оперативлă штаб йĕркеленĕ. Çак штаб членĕсен ялхуçалăх культурисем шăрăха пула тÿснĕ тăкак суммине шутласа палăртмалла, çухатăва вăйсăрлатма май паракан мерăсем йышăнмалла. Оперативлă штаба район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В. Васильев ертсе пырать.

Паллах, ку штаб хăйĕн ĕç планне туса хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Чи малтанах шăрăха пула пĕтнĕ калчасен лаптăкне палăртнă. Кăçалхи çуркунне районти аграрисен кĕрхи культурăсем сивĕ хĕле пула «вилнĕ» пирки те сахал мар уйсене çĕнĕрен акма тивнĕччĕ. Шел те, тăкакланни тÿрре тухмасть. Пирвайхи тĕрĕслевсем тăрăх, çурхи культурăсем çеç районта вĕри çанталăка пула 3784 гектар çинче пĕтнĕ. Ку вăл – çурхисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 79, 5 проценчĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» шутланакан çĕрулми лаптăкĕ те шăрăха пула 431 гектар çинче «сиенленнĕ». Пĕрчĕллĕ культурăсене, çĕрулмие, нумай çул ÿсекен курăксене шута илсен, районта 5034 гектар çухату тÿснĕ. Унăн сумми, паллах, çав тери пысăк пулма кирлĕ.

Малтанласа паракан прогноз тăрăх , нÿрĕк çумăрпа пĕрле çак утă уйăхĕн иккĕмĕш çурринче кăна çитмелле. Çавăнпа ялхуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен çухату тÿснĕ уйсене тепĕр хут çаврăнса тухмалла. Ялхуçалăх пайĕн специалисчĕсем, акă, аталанайман тырпул уйĕсенчи калчасене вырса силоса яма сĕнеççĕ. Çĕрулмие вара çулçă айĕнчен апатлантарни (листовая подкормка) ытлашши пулмĕ т. ыт. те.

Аграрисен кăмăлĕ кунашкал лару-тăрура савăк пулманни паллă. Çапах та хуçалăхсем халиччен усă курман çĕрсене сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртессипе тухăçлă ĕçленĕ май, ку лаптăксене кĕрхисемпе акасси çинчен те манас çук. Ку ĕçе вара халех хатĕрленмелле, акмалли вăрлăх туянмалла. Унăн хакĕ хальхи тапхăрта эрнесерен тенĕн ÿсет, каярах – пушшех те. Çавăнпа ялхуçалăх пайĕн ертÿçисем ку енпе паянах ĕçлеме тытăнмаллине аса илтереççĕ.

Шăрăх çанталăк тырă, çав шутра фураж та, дефицита лекесси килти хушма хуçалăх тытакансене те выльăх-чĕрлĕхрен хăпма хистени палăрать. Çапла, кăçал курăк масси пĕчĕк. Çавах та выльăх валли утă туянма май пур. Сăмахран, районти уйрăм ялхуçалăх предприятийĕсем тюкланă, пресланă утта хатĕрлесе сутаççĕ. «Октябрьский»СХПК, В. Галошевăн фермер хуçалăхĕ ăна сахал мар сутрĕç. «Звезда», «Кугеевский» ялхуçалăх предприятийĕсенче вара çак выльăх апатне паянхи кун та туянма пулать. Ял çынни выльăх йышне чакарасси çинчен мар, ăна упраса хăварасси çинчен шутласан йывăрлăхран тухма май тупма пулатех.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика