Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » День газеты "Наше слово" в Первочурашевском сельском поселении

25 октября 2013 г.

Кунта халaх йышлa çÿрет

Ялсенчи почта çыхaну уйрaмeсем çынсем чи нумай çÿрекен вырaнсенчен пeри шутланаççe. Акa, Урхас Кушкaри Светлана Алексеевна Терентьева ертсе пыракан почта çуртне те çынсем ир-ирех çитеççe. Нумайaшe кунта тeрлe коммуналлa тивeçтерÿсемшeн тÿлевсем тaвать, хаçат-журнал çырaнать. Çырaнтару темине хускатнa май Светлана Алексеевна (вaл почтaра 17 çул eçлесе пуян опыт пухнa, малтан почтальон, каярах-оператор, халe 5 çул eнтe – почта уйрaмeн начальникe) хaй ертсе пыракан коллектив çинчен хавхаланса каласа пачe, «Пилeк почтальон eçлет пирeн уйрaмра, пурe 13 яла почта тивeçтерeвeсене илсе çитереççe вeсем. Лариса Ильина, Владислав Иванов, Василий Плотников чылай çул хушши хaйсен пурнaçне çыхaну уйрaмeпе çыхaнтарнa. Любовь Кольцован почтaри eç стажe 20 çултан та иртнe eнтe. Зинаида Шевнина почтальон сумкине çакни 2 çул çех çитнe пулин те, eçтешeсен опытне вeренсе пырса аван кaтартусемпе савaнтарать.

Çитес 2014-мeш çулaн пeрремeш çурçуллaхeнче илсе тaма планпа пирeн уйрaмaн 1277 экземпляр тeрлe хаçат-журнал çырaнтармалла. Паянхи кун тeлне 965 экземпляр çырaнтарнa та eнтe. Нумаях пулмасть (юпа уйaхeн 8 -18-мeшeсенче) Раççей Почти Пeтeм Раççейре ирттернe çырaнтару вунaкунлaхeнче пирeн почтальонсем чaннипех те палaрмалла кaтартусем турeç. Канмалли кунсене пaхмасaрах, хaйсен вaхaтне шеллемесeрех çирeплетнe ялсенче çырaнтару eçeпе çÿрерeç. Ара, пурте юратнa хаçат-журнала малашне те илсе тaма çыхaну уйрaмне çитсе килме ерçеймеççe-çке. Вeсем патне вара почтальонсем хaйсем кeрсе тухаççe, кaмaллакан кaларaмсене çырaнтараççe. Акa, Л. Кольцова Тури Упакассинче пeр кун хушшинче тенe пек 57 экземпляр хаçат-журнал çитес çулта илсе тaма ял çыннисене çырaнса панa».

Районта тухса тaракан «Пи-рeн сaмах « хаçата та хапaлласа вулаççe ку тaрaхри ял çыннисем. Хальхи вaхaтра район хыпарçине 130 экземпляр илсе тaраççe. Çитес çул та çак кaтарту аван пулмаллине кунти почтальонсем çирeплетсех калаççe. Почта уйрaмeнче ирттернe çырaнтару вунaкунлaхeнче те чылайaшe «Пирeн сaмах» хаçата суйласа илчeç. Кeçех район хыпарçин тусeсен йышe Урхас Кушкaри пeтeмeшле пeлÿ паракан вaтам шкулaн педагогика eçченeсен шучeпе те пуянланe. Вeрентекенсем кашни тапхaртах активлaх кaтартаççe.

Çeнeлeх те пур почта уйрaмeнче, электричество çутипе усa курнин кaтартaвeсене кашни çемье ятарлa ещeке хушамачeсене палaртса хурать. Çакна кашни уйaхaн 23-мeшпе 26-мeшeнче пуçтараççe. «Пухaннa кaтартусене эпир Çeнe Шупашкарти энергипе тивeçтерекен компание ярса паратпaр. Вeсем вара тÿлев хучeсене пире тавaрса параççe, почтальонсем ял тaрaхeнчи çынсем патне илсе каяççe», – тесе пeлтерчe Светлана Алексеевна.

Хальхи вaхaтра aшaпа тивeçтермеççe çыхaну уйрaмне (çавaн пекех перекет кассине те), çакaн пирки кaшт ÿпкелешрeç пулин те, eçри хастарлaха чакарасшaн мар-ха урхаскушкaсем.

Г. ТРИФОНОВА.

Ача садeнче – виçe ушкaн

Район хаçачeн ял тaрaхeнчи йaлана кeнe кунeнче эпир Урхас Кушкaри пeтeмeшле пeлÿ паракан вaтам шкул çумeнчи шкул çулне çитмен ачасем патне те кeрсе тухрaмaр. Питe кaмaллa кeтсе илчe пире ача сачeн заведующийe Елена Геннадьевна Фадеева, пирeн ыйтусене тулли хуравсемпе тивeçтерчe.

1979 çулта кивe ача садeнче eçлеме пуçланaскер, 1984 çулта çeнe, хaтлa çурта куçса паянхи кунчченех вaй хурать Е. Фадеева. Кeтмен çeртен темeнле чaрмав та сиксе тухнa çав çулсенче, анчах вaл хaйeн шанчaклa та тимлe eçтешeсемпе пур йывaрлaхран та тухма пултарнa. Кaçалхи çул, акa, ача сачe 54 ача йышaннa. Вeсене 3 ушкaна пайланa. Пeчeкскерсене сaпайлaха, eçченлeхе вeрентессишeн 5 воспитатель яваплa, Е. Елегонова, Н. Федорова, О. Константинова, Л. Васильева, Н. Карпова. Вeсен хушшинче ятарлa курссем хыççaн аслa категорие тата пeрремeш категорие тивeçнe специалистсем те пур.

Калаçу пынa май Е. Фадеева воспитательсен пулaшаканeсене те ырa сaмахпа асaнса хaварчe. Вeсем виççeн, А. Ильина, А.Соловьева тата Н. Гордеева. «Вeсем те ачасен вeренÿ процесне ырa витeм кÿреççe, анчах eç укçин шайe воспитательсен анчах ÿсни кaмaлсaрлантарать eнтe», – палaртрe тимлe заведующи.

Пурте тaрaшуллa eçлеççe кунта. Прачечнaйра eçлекен Н. Никифорова ачасем кaнтaрлахи апат хыççaнхи кану вaхaтeнче таса вырaн çинче çывaрччaр тесе тaрaшать. В. Кириллов тата Н. Белов хуралçaсем пeчeкскерсен хaрушсaрлaхне упраса сыхa тaраççe. А. Кириллова медсестра, ачасен сывлaхeшeн яваплaскер, пeчeккисем валли нормaсене тивeçтерекен усaллa тата тeрeс апатлантару менювe хатeрлет. Н. Иванова тата О. Архипова поварсем вара апатне унпа килeшÿллeн тутлa пeçерсе çитереççe. Районти ача сачeсенчен нумайaшe Канаш хулинчи апат-çимeç тaратакан предприниматель пулaшaвeпе усa кураççe иккен.

Ача садeнче eçлекенсенчен кашниех хaйeн eçне тимлe те килeшÿллe, умри яваплaха туйса пурнaçланине эпир хамaр та курса eнентeмeр. Кунта кeркуннене халалласа хатeрленe ирхи уяв тeлне çитнeрен пeчeкскерсен пултарулaхeпе те паллашрaмaр. Кашни ушкaн С. Сергеева музыка ертÿçи пулaшнипе курма килнeскерсене савaнтарчe. Воспитательсем, вeсен пулaшаканeсем ачасемпе нумай eçлени сисeнчe.

О. ДАНЬКОВА.

Пултаруллa ÿнерçe çуралнaранпа – 95 çул

Юпа уйaхeн 14-мeшeнче РСФСР халaх художникe, Чaваш Республикин наукaпа ÿнер Академийeн чaн членe, ÿнер кафедрин профессорe Николай Овчинников çуралнaранпа 95 çул çитрe. Паллa ентешeмeр пирeн районти Мeшeл ялeнче çуралнa. Çакa пире, сeнтeрвaррисене, уйрaмах пысaк чыс кÿрет. Сумлa юбилее республикaра та, районта та анлaн паллa турeç. Калас пулать, Николай Васильевич тeнчипе чапа тухнa художник. Унaн eçeсен куравне Раççейре çеç мар, Америкaри Пeрлешÿллe Штатсенче, Францире, Германире, Японире тата ытти çeршывсенче те йeркеленe. Николай Васильевич ячe уйрaмах 60-80-мeш çулсенче янaранa. Вaл пур енлeн палaрнa ÿнерçe пулнa, графика, пейзаж, портрет – пур жанр та уншaн пeлтерeшлe пулнa.

2004 çулхи нарaс уйaхeн 18-мeшeнче паллa ентешeмeр пирeнтен яланлaхах уйрaлса кайрe. Анчах та хaйeн 85 çулхи юбилейe тeлне (2003 çулта) тепeр пысaк пeлтерeшлe eç туса хaварма eлкeрчe - хaй çуралнa вырaнта, Урхас Кушкa хутлaхeнче, хaйeн eçeсен куравне уçрe. Çак курав паянхи кун та eçлет. Вaл Урхас Кушкaри Культура керменeнче вырнаçнa. Кунта пирeн районта пурaнакансем çеç мар, Раççейaн тeрлe кeтесeсенчен килекен туристсем те пулса кураççe. Куравра 60 eç ытла. Вeсене ÿнерçe тeрлe çулсенче ÿкернe. Çeршыври пeлтерeшлe пулaмсемпе çыхaннисем те пур. Сaмахран, Уренгой-Помары- Ужгород газ трасси хывнa, Шупашкарта промышленнaç тракторeсен заводне тума тытaннa чухне ÿкернe портретсем. Кашни сaнара Николай Васильевич туллин, уйрaммaн палaртма пултарнa. Çакa вaл талантлa та пултаруллa пулнине тепeр хут çирeплетет.

И.ВАСИЛЬЕВ.

Eмeтпех пурaнать

Караньялeнче пурaнакан Геннадий Смотрикин пeр 25 çул каяллах хaй çуралнa ялта пуçламaш шкул уçас eмeтпе пурaнма тытaннa. Eмeтленнe çеç мар, шкул çуртне тaвас тесе çанa тавaрса eçленe, тeрлe инстанцисене çитнe, чиновниксен пуçeсене «ыраттарнa». Çак ыйтупах республикaри хаçат-журналсен редакцийeсене те çитнe. Лавe вырaнтан тапранманнине кура шкул çуртне хaй тeллeн çeклеме пуçланa, спонсорсем шыранa.

Халe çурт кÿлепи (сaнÿкерчeкре) тата хушма хуралтaсем те пур eнтe, анчах aна шкул вырaнне усa курма май килессeн туйaнмасть. Мeншeн тесен Г.Смотрикин стройка eçне кирлe инстанцисемпе калаçса татaлса туман. Укçа çитмен пирки проектпа смета документацийeсене те пaхaнма май килмен. Тeрeслекен органсем тата ытти нумай çитменлeхсем тупса палaртма пултараççe. Г. Смотрикин хaех aнланать, кун пек чух пуçламaш шкул уçма май килмe. Анчах та тепeр eмeт aна çав-çавах канaç памасть, тен, спорт шкулe йeркелеме май килe. Хaй вaхaтeнче Гена бокспа кaсaкланнa, aмaртусене хутшaнса республика тата Раççей шайeнчи призерсен шутне те лекнe. Çавaнпа та унaн бокс секцине йeркелес кaмaл пур.

И. ЛЬВОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика