Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Эстафета спортпа туслисене пĕтĕçтерчĕ

5 сентября 2013 г.

 

Çак кунсенче хуйхa пуснa тейeн çанталaка - тÿпе вeçeмсeр куççульне юхтарать. Тен, Хабаровск тaрaхeнчи инкек те aна витeм кÿчe пуль. Авaн уйaхeн 1-мeшeнче «Пирeн сaмах» хаçатaн йaлана кeнe эстафетине ирттерме шутланнaччe. Вaйлa çумaра пула aна авaн уйaхeн 5-мeшне куçарма лекрe. Анчах шаннa кайaк йaвара мар иккен. Çак кун та ир-ирех çумaр лÿшкеме пуçларe. Çапах та мероприятие урaх тaсас мар терeмeр. Тата вaл тепeр мероприятипе те пeр килчe - çав кун Андриян Николаев космонавт çуралнa кунне унaн тaван ялeнче, Шуршaлта, анлaн паллa турeç.

Кaçал эстафетaна та Шуршaл ялeнчех ирттерме шутларaмaр. Калас пулать, вaл «Советская Чувашия» хаçат ирттерекен А. Николаев космонавта халалланa спорт фестивалeн пeрремeш тапхaрe шутланать. Эстафета çeнтерÿçисем Шупашкарти «Олипийский» стадиона кайма тата район чысне хÿтeлеме путевка çeнсе илеççe.

Çумaра пaхмасaр aмaртaва хутшaнакансем йышлaн пулчeç.Ушкaнсем районти вeрентÿ заведенийeсенчен, ял хутлaхeсенчен, организацисемпе предприятисенчен килсе çитрeç. Эстафетaна мeнпурe 40 ытла команда хутшaнчe.

Малтанах спортменсене «Пирeн сaмах» хаçатaн тeп редакторe С. Кулигина саламларe, вeсене aмaртaва хастар хутшaннaшaн тав турe. Пурне те район хаçачeпе туслa пулма кирлине аса илтерчe. Ара, эстафетaн тeп тeллевeсенчен пeри - хаçата халaх хушшинче ытларах сарасси.

Aмaртaвaн тeп судьи Г. Филинов спортсменсене эстафетaн положенийeпе тата правилисемпе тепeр хут паллаштарчe. Вара пeрремeш тапхaра хутшaнакансене – районти шкулсенче 5-9 классенче вeренекенсене – старта йыхравларe. 10 команда (3 хeрача тата 3 арçын ача) кaмaл турeç хaвaрт чупассипе пeр-пeринпе тупaшма. Хуракассинчи вaтам шкулта вeренекенсем вара çаврaнaçулaрах та хaвaртрах пулчeç, пeрремeш вырaн çeнсе илме пултарчeç. Иккeмeш вырaна хулари пeрремeш номерлe гимназире вeренекенсем тивeçрeç. Октябрьскинчи шкул команди – виççeмeш вырaнта.

Иккeмeш тапхaрта хeрарaмсен ушкaнeсем (виçe çынран тaраканскерсем) тупaшрeç. Кунта хулари гимназин командине çитекеннисем пулаймарeç. Панкратион кeрeшeвeпе тeнче шайe таран чап илнe Екатерина Краснова финиша пeрремeш чупса çитрe, гимнази ушкaнне мала кaларчe. Иккeмeшпе виççeмeш вырaнсене хулари 28-мeш професси училищин тата Октябрьски райповeн командисем пайларeç.

Виççeмeш тапхaр уйрaмах кaсaклa иртрe. Кунта районти вaтам шкулсенче, професси училищисенче тата Атaлçи патшалaх технологи филиалeн Сeнтeрвaрринчи филиалeнче вeренекенсем хутшaнчeç. Кашни командaра ултa çын – 3 каччa тата 3 хeр пулчeç. 28-мeш професси училищипе çÿлте асaннa филиал икшер команда та тaратрeç. Эстафетaра вара 28-мeш училищaн пeрремeш команди (тренерe Е. Филатов) палaрчe. 2-мeш курсaн 5-мeш ушкaнeнче повар-кондитер пулма вeренекен К. Маркова финиша, ыттисене чылай хыçа хaварса, пeрремeш чупса çитрe. Çак команда Шупашкарти aмaртaва хутшaнса республика чысне хÿтeлe те. Хуракассинчи вaтам шкул команди - иккeмeш вырaнта, шуршaлсем – виççeмeш.

Тaваттaмeш тапхaрта арçынсен (виçe çынран тaракан) командисем вaй виçрeç. Кунта каллех, пeрремeш вырaн çeнсе илсе, 28-мeш училищaра eçлекенсем палaрчeç. Иккeмeш вырaна Октябрьски райпо eçченeсем тухрeç. Хуракассисем – виççeмeш.

Пиллeкмeш тапхaр спорт ветеранeсем валли пулчe (арçынсем 45 çулран, хeрарaмсем 40 çулран аслaрах). Команда чысне пeр арçынпа пeр хeрарaм хÿтeлерeç. Кунта маттуртараххи Октябрьски райповeн команди пулчe, пeрремeш вырaна тивeçрe. Пьедестал картлашки çине хaпарма Хуракассинчи тата Кукашнири вaтам шкул командисем те пултарчeç.

Юлашки тапхaрта спортпа туслa çемьесем (команда виçe çынран тaрать) тупaшрeç. Кунта Хуракассинче пурaнакан Сергей тата Марина Фадеевсен çемйи (хeрe Александра) çeнтерчe. Иккeмeш вырaнта – Геннадий тата Лия Черновсен çемйи (ывaлe Володя). Вeсем – Атaлçи ял хутлaхeнчен.

Çeнтерÿçeсемпе призерсем дипломсемпе парнесене тивeçрeç. Тeп ушкaнри çeнтерÿçe – 28-мeш професси училищин команди - «Пирeн сaмах» хаçатaн куçса çÿрекен кубокне илме пултарчe. Кaçал aна хаçат редакцийe ятарлa саккаспа тутарттарнa. Малтанхи кубок Атaлçи патшалaх технологи университечeн филиалeнче яланлaхах юлчe (пeр харaс виçe хут çeнсе илнeрен).

Паллах, кун пек анлa спорт мероприятийeне ирттерме ыттисем пулaшмасaр май çук. Эпир хамaр спонсорсене, уйрaмах «Хлебокомбинат «Марпосадский» ООО директорне Т. Совинaна, çавaн пекех судьясен коллегине, районти тeп больницaн ятарлa дежурство бригадине, РФ шалти eçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Мариинско-Посадский» пайeн сотрудникeсене тав тaватпaр.

И. ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика