Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » День газеты "Наше Слово" в Большешигаевском сельском поселени

17 августа 2013 г.

Сывлaх хуралeнче

Сeнтeрпуç ялeнче 500 çын ытла пурaнать. Паллах, нумайaшeн çулeсем сахал мар. Медицина пулaшaвeсeр кун пеккисене пурaнма кансeртерех. Турра шeкeр, ялта фельдшер пункчe пур. Унта кашни кунах 7-8 çын кeрсе тухать. Камaн юн пусaмне виçтермелле, камaн укол е ытти процедура тутарттармалла, камaн пульница листи, камaн Сeнтeрвaрринчи тeп пульницaна кайма направлени илмелле тата ытти те. Ирина Никонорова фельдшер пур пациента та тараватлaн кeтсе илет, кирлe пулaшу е сeнÿ парать. Кунта вaл чылайранпа, 1996 çултанпа, вaй хурать. Аксарин ялeнче çуралнa хeр Шупашкарти медицина училищинчен вeренсе тухнa. Кайран Сeнтeрпуçне eçлеме килнe, кунтах хaйeн мaшaрне тупнa. Халe Никоноровсен икe хeр çитeнет. Асли, Оксана, 8 класа куçнa, кeçeнни, Аня, 1-мeш класа кайма хатeрленет.

Сeнтeрпуçeнчи фельдшер пункчe Сeнтeрвaрринчи тeп пульницaн участок врачне Л.Демьяновaна пaхaнса тaрать. Вaл кунта график тaрaх килсех çÿрет, йывaртарах чирлисене йышaнать. И. Никонорова фельдшера вара Т. Шашлова санитарка пулaшса пырать.

И. ВАСИЛЬЕВ.

Çулсем, çулсем

Сeнтeрпуç хутлaхeнчи кашни ялах асфальт çул илсе çитерет. Анчах ял урамeсенчи çулсем вара чаплах мар. Вeсене çултан-çул пeчeккeн юсаса пыма лекет. Сaмахран, пeлтeр Малти Чиперуйeнчи çула (пeр çухрaм) пайaн-пайaн (ямочный ремонт) юсанa. Кaçал Кайри Чиперуйeнчи икe урамри çула (400 метр тaршшe) (сaнÿкерчeкре) вак чулпа çирeплетме тытaннa. Сeнтeрпуçeнчи шкул патне илсе пыракан çула та çeнетнe.

И. ЛЬВОВ.

Шыв ыйтaвe пирки

Ку тaрaхри ялсенче шыв ыйтaвe çивeч пулни палaрмарe. Халe ялта пурaнакансенчен нумайaшe уйрaм çaл (скважина) чавтарнa. Сaмахран, Турханкассинчех уйрaм кулатасен шучe 85. Колонкaран юхакан шывпа усa куракансем те пур. Анчах кун пеккисен шыв пaрaхeсен системине тытса тaма тата eçлеттерме укçа пуçтарма лекет. Ял çыннисем тaкаксене кура тарифсене пухусенче хaйсем çирeплетеççe. Усa курнa шыв шутне ятарлa счетчик палaртать. Перекетлeн усa курсан тÿлемелли те нумая кайса лармасть – уйaхне çын пуçне 35-40 тенкe çеç тивет.

Паллах, йывaрлaхсемсeр мар. Сaмахран, асaннa Турханкассинчех çeнe башня кирли куçкeрет. Кивви Çeнe урама шывпа тивeçтереймест.

И. ИГОРЕВ.

Тeплeн хатeрленеççe

Çу кунeсем питех те хaвaрт иртеççe. Тепeр икe эрнерен шкул ачисем каллех партaсем хушшине ларeç. Сeнтeрпуçeнчи пeтeмeшле пeлÿ паракан тeп шкул вeренекенсене мeнле кeтсе илме хатeрленнипе кaсaкланса, хутлaхри вeрентÿ заведенине те çитсе куртaмaр. Шкул картишeнчи клумбaсем çинче ÿсекен тeрлe тeслe чечексем куçа илeртеççe, шкула кeрсе курса унти çeнeлeхсемпе паллашма йыхравлаççe, тейeн.

Ку шкулaн ертÿçин йывaр лавне Надежда Петровна Тихонова туртма пуçланaранпа иккeмeш вeренÿ çулe çитрe eнтe. «Çуллахи каникул вaхaтeнче вeрентекенсемпе шкулта вaй хуракансем чылай пeлтерeшлe eçсем тума eлкeрчeç. «Вeрентeве модернизацилес» программaпа килнe укçа-тенкeпе шкулта eçлекенсен вaйeпех aшa туалетсене пeтeмeшле юсанa, çeнe оборудовани вырнаçтарнa, шыв пaрaхeсемпе алa çумалли раковинaсене улaштарнa, – кaмaлтан каласа парать Надежда Петровна. – Ку eçре И. Михайлов, И. Андреев, А. Ларионов, В. Шашлов тaрaшулaх кaтартрeç. Столовaйра вара шыв aшaтмалли çeнe оборудовани вырнаçтарса лартрaмaр, кунта aшa шыв пaрaхне улaштармалли çеç юлнa. Çитес вaхaтра ку eçе вeçлетпeр. Пурe класс пÿлeмeсемпе коридорсене aшa паракан пaрaхсене 100 метр, сив шывпа вeри шыв пaрaхeсене 250 метр çeннисемпе улaштарнa». Ытти учительсем те тaрaшса eçленe çу кунeсенче, классенче çутa та таса, коридор урайeсемпе пeрремeш хутран иккeмeшне хaпармалли картлашкасемпе карлaксене сaрланa, иккeмeш хутри стенасене те çeнe сaн кeртнe. Шкулта икe пÿлeм йышaнакан медицина кабинетне те тирпейленe, пeринче – урайне линолеум сарнa, тепринче – сaрланa.

Шкулта педагогсем çитеççe. Кaçалхи авaн уйaхeн пeрремeшeнче пeрремeш класа ултa ача килe. Пурe 2013-2014-мeш çeнe вeренÿ çулeнче Сeнтeрпуç ял хутлaхeнчи пилeк ялтан 75 ача вeренe. Чaрaшкассинчи, Турханкассинчи, Малти Чиперуйпа Кайри Чиперуйeнчи ачасене кaçал шкула «Вeрентeве модернизацилес» программaпа панa çeнe автобус илсе çÿрe.

Н. Михайлова ертсе пыракан шкул библиотеки те чылай пуянланнa. 1–9 классем валли 49 пинлeх çeнe учебниксем илсе килнe, вeсемпе вeренекенсене укçасaрах тивeçтерeç.

Кaçалхи вeрентÿ çулeн тепeр çeнeлeх те пур. Сeнтeрпуçeнчи «Йaва» ача сачe шкул çумeнче пулe, пeчeк шaпaрлансем шкулчченхи 2 ушкaн шутланeç.

Нумаях пулмасть шкулсене вeренÿ çулне мeнле хатeрленнине тeрeслекен комисси килсе кайнa Сeнтeрпуç шкулне. Кунти ырa улшaнусемпе кaмaллa пулнa комисси членeсем шкула «лайaх» паллaпа вeренÿ çулне йышaннa.

Г. ТРИФОНОВА.

Çыхaну уйрaмeнче халaх йышлa

Кунсерен вун-вун çын кeрсе тухать Сeнтeрпуçeнчи çыхaну уйрaмне тeрлeрен ыйтупа. Хaшeсем хaйсене уйaхсерен тивeçекен пенси, компенсаци укçине илме çÿреççe кунта, теприсем çыру, посылка яма, тeрлeрен хаçат-журнал, ытти вак-тeвек тавар туянма. Çыхaну уйрaмeн пуçлaхe Екатерина Леонидовна Федорова кашни килен-каянпах кaмaллaн та aшшaн калаçма тaрaшать, ку тaрaхра пурaнакансен ыйтaвeсене туллин тивeçтерме тимлет.

Анчах кaмaлсaррисем те çук мар темелле. Çакaн сaлтавe – Турханкассинче виçe эрнене яхaн почтальон çукки. Çак ялта пурaнакансем хaйсем çырaннa хаçат-журналне те вaхaтра илеймеççe, ытти пулaшусемпе те кирлe пек усa кураймаççe. Ирeксeрех вeсен кÿршe ялта вырнаçнa çыхaну уйрaмне çул тытма лекет.

– Ку ыйтaва çывaх вaхaтрах татса пама тaрaшатпaр, почтальонра eçлеме çын шыратпaр, – каласа парать Е. Федорова.

Паянхи кун вара кунта виçe почтальон вaй хурать, Татьяна Витальевна Федотова, Альбина Петровна Мочалова, Людмила Ивановна Кудряшова. Вeсем виççeшe те çак eçре нумай çулхушши тaрaшса пуян опыт пухнa. Сeнтeрпуç, Малти Чиперуй, Чaрaшкасси, Пуснаркасси, Кайри Чиперуй ялeсенче килeрен-киле çÿресе тeрлe хаçат-журнал валеçеççe, почта пулaшaвe параççe.

Сaмах май каласан, кaçалхи иккeмeш çур çул валли кунта 1200 экземпляра яхaн тeрлe хаçат-журнал çырaнтарнa, вeсен шутeнче районта тухса тaракан «Пирeн сaмах» хаçат та сумлa вырaн йышaнать. Aна ку тaрaхра 152 çемье çырaнса илет.

С. СВЕТЛОВА.

«Хeрлe автана» иртeхме памаççe

Ялти кашни çын пушар кил-çурта тата хуралтaсене мeнле хaрушa витeм кÿме пултарнине аван aнланать. Çавaнпа та сыхa тата хатeр пулнине нимeн те çитмест. Сeнтeрпуç ял хутлaхeнче пурaнакансем çакна аван aнланаççe. Хальхи вaхaтра пушар хуралне тытса тaма çaмaл мар. Çапах та сeнтeрпуçсем вырaнти бюджет шучeпе 4 çынран тaракан пушар ушкaнне тытма тата ЗИЛ-130 пушар машинне eçлеттерме мехел çитереççe. Хутлaха кeрекен ялсене пушар бригади кeске самантрах çитме пултарать. Çакa вара пурлaхaн пысaк пайне çaлса хaварма май парать. Акa, илсе кaтартар-ха пeр тeслeх. Пeррехинче пушар хуралeн eçченeсене Сeнтeрпуçeнчи пeр кил-çуртра «хeрлe автан» айкашма пуçлани çинчен хыпарланa. Пушарçaсем тепeр виçe минутранах кирлe вырaна çитнe, «хeрлe автана» тÿрех «лaплантарнa», aна нумай сиен кÿме паман.

Кaçал Сeнтeрпуç тaрaхeнче пeр пушар та пулман. Çакa профилактика eçe кирлe шайрине çирeплетет. Ялта пурaнакансем вут-кaварпа асaрхануллaрах пулма тaрaшаççe, çутçанталaк газeпе тата электричествaпа çирeплетнe правилaсене тeпе хурса усa кураççe. Хутлaха кeрекен кашни ялта тенe пекех çeр айне чавса лартнa шыв резервуарeсем пур. Пeвесем çывaхeнче ятарлa пирсем (шыв илмелли площадка) тaвас eç малалла пырать.

Пушар хуралне тытма хутлaх бюджетeнчен çулсерен 200 пин тенкe ытла каять. Паллах, ку нумай мар. Çавaнпа та уйрaм çынсем те хaйсен ирeкeпе укçан пулaшаççe. Акa, Глафира Константинова пенсионерка, педагогика eçeн ветеранe Иван Андреев, Николай Никифоров тата ыттисем те 400-шер тенкe укçа панa. 200-шер тенкe панисен списокe вара чылаях вaрaм. Çак ырa тeслeхе районти ытти ял хутлaхeсенче те шута илессе шанас килет.

В. ОЛЕГОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика