Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Конкурса "Сĕнтĕрвăрри чăваш пики - 2019» прошел в Большешигаевском СДК

18:33 04 ноября 2019 г.

Чăваш пики тени илемлĕн янăрать

Вăл чĕрере вăй-хал парса тăрать.

Кашни пике ытарайми илемлĕ

Сăн-пичĕсем çунса тăраç хĕлхемлĕн.

Чăваш пики, чăваш пики, чăваш пики

Çак çĕр çинче тек çук пуль сан пекки.

Сĕнтĕрпуç культура Çуртĕнче ирттерекен кану каçĕсемпе конкурс-фестивальсене яланах халăх йышлă пухăнать. Илемлĕ те çепĕç тата таса чăваш чĕлхипе йĕркелесе ирттерекен мероприятисен тĕллевĕ – тăван чĕлхемĕре упраса хăварасси, авалхи несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркисене çĕнĕрен чĕртсе тăратасси тата вĕсене манăçа тухма парас марри. Хăйĕн историне, йăх-несĕлсен тымарне çирĕп пĕлекен халăх вăйлă, ун пуласлăхĕ те çирĕп. Çакна тĕпе хураççĕ те кулленхи ĕçре Сĕнтĕрпуç культура Çурчĕн ĕçченĕсем. Кирек мĕнле пуçарăва та пурнăçа кĕртнĕ май, ун пахалăхĕ пирки те шухăшлаççĕ.

Палăртма кăмăллă, чýк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Сĕнтĕрпуçĕнчи тĕп культура çуртĕнче черетлĕ «Сĕнтĕрвăрри чăваш пики - 2019»  конкурс-курав та çакна çирĕплетет. Кăçал унта 11 чипер те  сăпайлă та пултаруллă, чи илемлĕ те яштака пýллĕ хĕр пике хутшăнчĕç. Кăçал иртекен «Сĕнтĕрвăрри чăваш пики -2019» конкурса Сĕнтĕрвăррисем Раҫҫейре Театр ҫулталӑкне халалларĕç.

Уяв-конкурс чăвашсен авалхи тата хальхи  тумĕсен  «Авалăхран паянхи куна çити» куравран пуçланчĕ. Курав тĕлĕнмелле, хăйне евĕрлĕ иртрĕ. Чăвашсен тумĕнче унăн пурнăçĕ, пуян историйĕ пулнине кăтартса пачĕç Сĕнтĕрпуçсем. 

«Хĕрарăм – пурнăç тыткăчи, çемье вучахĕн ăшшине упраканĕ», - тенĕ халăхра. Чăваш пикин хастарлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, сăпайлăхĕ тата илĕртýллĕхĕ, кăмăл-сипечĕ - чăваш халăхĕн малашлăхĕн çирĕп никĕсĕ. Çакна Сĕнтĕрпуç культура керменĕнче конкурса хутшăнакан пикесем те çирĕплетсе пачĕç. Хĕрсем 5 номинацире тупăшрĕç, кашниех хăйне тивĕçлĕ шайра кăтартма тăрăшрĕ.

Чи малтанах вĕсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Акăш пек илемлĕн, шурă хурăн пек яштака кĕлеткеллĕ пикесем Валерий Клементьев репертуарĕнчи «Чăваш пикисем» юрă кĕввипе ярăнса утса тухсан, залра ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç. Пикесем тýррех куракансене тыткăнларĕç. Вĕсем Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи чăвашсен хальхи тумĕн илемне, сумне те ăста кăтартрĕç. Чăваш халăхĕн апат-çимĕçне хатĕрлеме пĕлнине те çирĕплетрĕç пикесем. Хĕрсем хăйсем пысăк тавракурăмлине ыйтусем çине хуравласа çирĕплетрĕç. Республикăри театрсем, режисерĕсем тата унта вылякан  артисчĕсем çинчен лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç. Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă-кĕвĕ, сăвă-ташă тĕнчи те пикесемшĕн ют мар иккен. Вĕсем юрра-ташша та ăста пулнине, сăвă вулас вăрттăнлăха пĕлнипе палăрчĕç.

Паллах, жюри членĕсене: район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхне Елизавета Викторовна Матюшовăна, Сĕнтĕвăрри районĕн  хисеплĕ гражданине,  чăваш халăх  артистне Иван Иванович Иванова, район пухăвĕн депутачĕсен культурăпа пĕлý комитечĕн председательне  Александр Сергеевич Чернова çăмăлах пулмарĕ. Кăçал конкурса пур енĕпе те пултаруллă та маттур, сăпайлă та ýркенмен, чăн чăваш чунлĕ пикесем хутшăнчĕç. Çапах та Елизавета Викторовна ертсе пынипе тýресем тĕрĕс пĕтĕмлетý турĕç.

Хĕрÿллĕ тупăшура тÿресем баллсене шутласан "Сĕнтĕвăрри чăваш пики - 2019" ята Шĕнерпуç ял хутлăхĕнчи пике  Дарья Елкина çĕнсе илчĕ.  "Вице - Сĕнтĕвăрри чăваш пики" – Октябрьски ял хутлăхĕнчи Клавдия Никанорова пулчĕ. Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пикисем Анастасия Миронова  "Куракансем кăмăлланă пике", Михайлова София «Çивĕч ăс-тăнлă пике», Сĕнтĕврвăрри хулинчи пике Васильева Ирина «Хýхĕм пике», Урхас Кушкă  пики Владимирова Альбина «Илĕтрýллĕ пике», Хуракасси ял хутлăхĕн пики  Пыркина Анастасия «Кăмăллă пике», Карапаш ял хутлăхĕн пики Мартьянова Людмила «Тараватлă пике», Чăнкасси ял тăрăхĕнчи Кузьмукова Кристина "Сăпай пике", Шуршăл ял хутлăхĕн пики Доброва Екатерина «Вичкĕн пике», Аксарин  ял хутлăхĕнчи Мошкова Валерия, "Чи пултаруллă пике"  ята тивĕçрĕç.

 Уяв каçĕн чи хаваслă саманчĕ вара пикесем тĕрлĕ номинацисенче ҫĕнтернипе кăна вĕçленмерĕ. Район ыр кăмăллăằ çынсемпе пуян, шăпах вěсем пикесене  тĕрлĕ парнесем парса хавхалантарчĕç. Матюшова Елизавета Викторовна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Сĕнтĕрвăрри хулин пикине Васильева Иринăна парне парнелерĕ. «Мария» лавкка хуçи Белов Петр Александрович хĕрсене пылак кучченеçпе савантарчĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи культура Çурчĕсен ĕçченĕсем «Сĕнтĕвăрри чăваш пики – 2019» ятне илнě Дарья Елкинăна чăваш масмакĕ, пикесене  парнесем парнелерĕç. Çак  конкурса тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнă  ыр-кằмằллằ, хằйсен нухратне шеллемен çынсене чун-чĕререн тав тăватпăр, ăнăçу сунатпăр. Пикесене конкурса хатĕрленме пулăшакансене тав сăмахĕсем калатпăр, малалла та ăнăçусем сунатпăр.

 

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: Мариинско-Посадский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика