Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Николай Малов - районта ĕçлĕ çулçỹревпе

16:16 22 апреля 2016 г.

Паян пирĕн районта ĕçлĕ çулçỹревпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, "Единая Россия" Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Чăваш Енри регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Владимирович Малов пулчĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, район администрацийĕн ĕçе йĕркелесе пыракан пайĕн пуçлăхĕ М.Веденеева, "Единая Россия" Сĕнтĕрвăрри районĕнчи уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертỹçи Л.Хлебнова кĕтсе илчĕç. Кăштахран вĕсем хулара пурăнакан Михаил Степанович Дорофеев вăрçă участникĕ патне çул тытрĕçĕ Николай Владимирович 93 çулхи вăрçă ветеранне "Единая Россия" парти ячĕпе çывхарса килекен Çĕнтерỹ кунĕпе саламларĕ, чей ĕçмелли сервиз парнелерĕ. Михаил Степанович тата унăн мăнукĕсем хăнасене сĕтел хушшине чей ĕçме йыхравларĕç. Шăкăл-шăкăл калаçнă май ветеран вăрçă саманчĕсене те аса илчĕ. Н.Малов вара М.Дорофеев, çулĕсем нумай пулсан та, хавас кăмăллă пулнине, шỹтлеме юратнине палăртрĕ, çакăнпа унăн вăрăм ĕмĕрне çыхăнтарчĕ, 100 çулхи юбилейне килме сăмах пачĕ. Унтан Н.Малов тата район ертỹçисем вырăнти ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Малтанах ушкăн районти тĕп пульницăна, каярахпа Спиртзавод микрорайонĕнче вырнаçнă тип çу заводне çитсе курчĕ. Николай Владимирович асăннă коллективсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнисĕр пуçне, Раççей Президенчĕ В.Путин йĕркелесе янă "Единая Россия" партин программипе, унăн умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ, пуçтарăннă халăх панă нумай ыйту çине хуравларĕ. Обществăлла ĕçре хастаррисене партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕсене парса хавхалантарчĕ. Çав кун Н.Малов Районти культурăпа туризм çуртĕнче Хăйтытăмлăх органĕсен кунне паллă тунă уява та хутшăнчĕ. Пуçтарăннă хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсене тата ветеранĕсене професси уявĕ ячĕпе саламларĕ, чи пултаруллисене "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн ячĕпе Хисеп хучĕсем, Тав çырăвĕсем тата парнесем пачĕ, вĕсемпе пĕрле тăрса коллективлă сăнỹкерчĕк турĕ. Культура ĕçченĕсен тата шкул ачисен вăйĕпе хатĕрленĕ концерта пăхма та вăхăт тупрĕ вăл. Унтан Куславкка районне унти халăхпа тĕл пулма çул тытрĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика