Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашлăх планĕсене палăртрĕç

15:10 17 февраля 2016 г.

 Иртнĕ юнкун Сĕнтĕрвăрринчи тĕп Культура çуртĕнче районăн социаллă сферăпа экономика аталанăвĕн çулталăкри пĕтĕмлетĕвĕсене тăвассипе анлă канашлу пулчĕ. Çак яваплă мероприятийĕн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ А.Салаева,культура,национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан К.Яковлев,Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем - "Сувар-2" суту-илỹ предприятийĕн тĕп директорĕ А.Никаноровпа Олимп чемпионки Е.Николаева, район пуçлăхĕ Н.Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Григорьев тата ыттисем те хутшăнчĕç. Ĕçлĕ канашлу пуçланиччен хăнасем хулари 1-мĕш номерлĕ гимназие çитсе курчĕç. Вĕсене Н.Давыдова директор вĕрентỹ учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра кунти вĕрентỹ процесĕ учитель хăйĕн пур пултарулăхне уçса парса, ачасене комфортлă условисенче аталанма май паракан модельпе йĕркеленсе пырать. 24 класс-комплектра 545 ача веренет. Кунти педагогсем ачасен пултарулăхĕпе талантне туллин уçма май паракан методикăсемпе усă кураççĕ. Ытахальтен мар ĕнтĕ кунти вĕрентекенсем юлашки виçĕ çул хушшинче муниципалитет шайĕнчи 219 призера, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин регионти этапĕнче 2 призера хатĕрленĕ, юлашки 3 çул хушшинче 33 гимназист Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ. Гимнази хăй те инновациллĕ вĕрентỹ программисене пурнăçа кĕртсе пыракан пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисем хушшинче ирттернĕ конкурсăн республикăри (2006 çулта) тата Пĕтĕм Раççейри конкурсăн (2007 çулта) çĕнтерỹçи пулнă. Ĕçлĕ канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ А.Салаева уçрĕ. Иртнĕ çулта район экономикипе социаллă сфери епле аталаннипе тата 2016 çулта ку тĕлĕшпе пурнăçламалли задачăсене хăйĕн докладĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Григорьев анлă уçса пачĕ. Доклад пуçламăшĕнче Владимир Иванович пĕлтĕр пулса иртнĕ чи пĕлтерĕшлĕ событи çинче - Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине районта чаплă лару-тăрура паллă туни çинче, çавна май вуншар палăкпа асăну вырăнĕсене типтерлесе юсани çинче чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕрхи тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм вара - Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе районпа ял хутлăхĕсенчи депутатсене суйлани. Суйлав вăхăтĕнче районта пурăнакансем хăйсен гражданла яваплăхне аван кăтартса пачĕç. Экономика тĕлĕшĕнчен çăмăлах мар вăхăтра район хăй ỹсĕм аталанăвне сыхласа хăварни те паха. Çакă районти влаçăн тĕрлĕ тытăмĕсем пĕрле пĕтĕçсе ĕçленине пĕлтерет. Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2015 çулта тупăш илессипе 376 млн. 97пин тенкĕлĕх пурнăçланнă, ку кăтарту планпа пăхнин 99,8: чухлĕ пулать.Налук пухмачĕ 73 млн.868 пин тенкĕлĕх пуçтарăннă. Районăн пĕтĕмĕшле бюджетĕнчен культурăпа социаллă сферăна 59,3: янă. Муниципалитет саккасĕсене иртнĕ çулта 162 млн.11пин тенкĕлĕх вырнаçтарнă. Харпăр хăй туса кăларнă таварăн калăпăшĕ "Марпосадкабель" АО, "Вител" ООО, "Мариинско-Посадский маслозавод" ООО предприятисенче инвестици программисем пурнăçланса пынипе чылай ỹсрĕ. Вак тата вăтам предпринимательсем ытларах суту-илỹ, обществăлла апатлану, ялхуçалăх, строительство ĕçĕнче тата промышленноçра палăраççĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районта пурĕ 578 вак тата вăтам предприниматель шутланнă. Патшалăх пулăшăвĕпе 32 предприниматель усă курнă. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулнăран районти çынсене ĕçпе тивĕçтерекен Центрта регистрациленнĕ ĕçсĕррисен шучĕ 8 çын чухлĕ сахалланнă, халĕ кунта 68 çын учетра тăрать. Çавăн пекех Владимир Иванович хăйĕн докладĕнче районти ялхуçалăх отраслĕн аталанăвĕ çинче те чылай чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çул районта пурĕ 7610 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса туса илнĕ. Пур тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче пурĕ 14,8 пин тонна тырă пухса кĕнĕ. Районти вăтам тухăç гектартан 19,4 центнерпа танлашать ("НамЭКО"ОООри тухăç гектартан 22,8 центнер). Районти ялхуçалăх организацийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче сĕт суса илесси çулсерен ỹссе пырать. Пĕлтĕр кашни ĕнерен суса илекен сăвăм 5300кг танлашнă. "Смак-Агро"ОООра кашни ĕнерен çулталăкне 6242 кг сĕт суса илнĕ - ку районта чи лайăх кăтарту. Ялхуçалăх отраслĕнче тăрăшакан предпринимательсене çитĕнỹсем тума патшалăх уйăрнă укçа та пулăшать. Çакна эпир А.Беловпа Г.Баринов фермерсен тĕслĕхĕсенче те куратпăр. Килти хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен çынсене 13млн.800пин тенкĕлĕх 73 кредит панă. Çакнашкал кредитпа усă куракансенчен ытларах пайĕ Кукашни тата Октябрьски ялĕсен хутлăхĕсенче пурăнакан çынсем. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Григорьев выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енпе районта икĕ инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртни çинче те чарăнса тăчĕ.Вĕсем çаксем - "Смак-Агро" ОООра 300 пуç вăкăр самăртмалли вите çĕнĕрен тăвасси, В.Ермолаев хресченпе фермер хуçалăхĕнче 100 пуç çамрăк ĕневыльăх ỹстермелли вите реконструкцилесси. Çĕрулми тата пахчаçимĕç çитĕнтерессипе те районта ятарлă программăсем хута кайĕç. Юлашки вăхăтра çынсем пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси те, çемьесене ятарлă программăпа килĕшỹллĕн кивелнĕ çуртсенчен çĕннисене куçарасси те, нумай ачаллă çемьесене хваттерсем парасси те аван пулса пырать. Кунсăр пуçне нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем валеçнĕ, кăçалхи çул та çак ĕçе малалла тăсма палăртнă. Çавăн пекех Владимир Иванович хăйĕн докладĕнче районта вĕрентỹ, культурăпа туризм аталанни çинче, хутлăхсенчи çулсене юсасси тата çĕнĕрен тăвасси çинче, спорт мероприятийĕсем çинче чылай чарăнса тăчĕ. Асăннă сферăсенче кашнинчех ырă улшăнусем пурри канашлăва пуçтарăннă çынсене самаях савăнтарчĕ тесен те йăнăш пулмасть. Канашлăвăн иккĕмĕш ыйтăвĕпе - районăн малашлăх аталанăвĕ çинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Е.Николаева тухса калаçрĕ. Çак тематикăна малалла тăснă май культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан К.Яковлев та районти культурăпа туризм аталанăвĕн хăшпĕр çăлкуçĕсем çинче чылай чарăнса тăчĕ. "Сувар-2" суту-илỹ предприятийĕн тĕп директорĕ А.Никаноров та канашлура сăмах илчĕ. "Ялхуçалăх техники валли пахалăхлă саппас пайсем Раççейрех йỹнĕрех хакпа туса кăларма пуçлани ялхуçалăх производствин эффективлăхне ỹстерет, тăкаклăха чакарать",-пĕлтерчĕ вăл. Район администрацийĕн пуçлăхĕн докладне итленĕ май Алла Леонидовна Салаевăн докладчик патне тата район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ С.Арсентьева патне ыйтусем çуралчĕç. Вĕсем çине вăл кирлĕ хуравсем илчĕ. Канашлăвăн чи савăнăçлă саманчĕ районта пурăнакан ĕçчен те хисепе тивĕçлĕ çынсене, пултаруллă та маттур çамрăксене чыслани пулчĕ. Чи малтанах уяв сцени çине М.Тагеев хресченпе фермер хуçалăхĕнче ĕне сăвакан пулса ĕçлекен А.Преснякова (сăнỹкерчĕкре) тухрĕ. Нумай çул хушши ялхуçалăх сферинче вăй хунăшăн Алина Николаевна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Виççĕмĕш ача çуратнă Л.Комиссаровăна амăш капиталĕн патшалăх сертификатне парса чысларĕç. Сăмах май каласан, пирĕн районта çакнашкал сертификата 1159 амăшĕ илнĕ. Вĕренỹре, ĕçре чи пысăк хастарлăх, пултарулăхпа ăнтăлу кăтартнă 31çамрăка (сăнỹкерчĕкре) вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илнĕ ятпа залра ларакан халăх тăвăллăн алă çупса саламларĕ. Октябрьскинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекен К.Мясников çак пысăк чыса тивĕçнĕ стипендиатсен ячĕпе Чăваш Республикин правительствине тав турĕ, малашне татах та ытларах çитĕнỹсем тума сăмах пачĕ. Пĕтĕм Раççейри мини-футболпа пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен командисем хушшинче 2015-2016 çулсенче ирттерекен ăмăртусен республика этапĕнчи çĕнтерỹçи тата Атăлçи Федераци округĕн призерĕн ятне тивĕçнĕ 1-мĕш номерлĕ гимназире вĕренекен хĕрачасен командине Дипломпа тата Атăлçи Федераци округĕн Кубокĕпе чысларĕç. Асăннă вĕрентỹ учрежденийĕн тренер-преподавателĕсене - А.Филинова -Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин дипломне тата район администрацийĕн Тав çырăвне, О.Лучинăна район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕç. Çавăн пекех район администрацийĕ вĕрентỹ ĕçĕнче нумай вăй хунă тата 50 çулхи юбилей ячĕпе 1-мĕш номерлĕ гимнази директорне Н.Давыдовăна, Чăнкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулăн директорне Л.Мельниковăна, Кукашнири пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕн çумне В.Камзолкинăна? халăхăн прависемпе саккунлă интересĕсене хỹтĕлес ĕçре ỹсĕмсем тунăшăн Сĕнтĕрвăрри округĕн нотариусне В.Полякова? районти физкультурăпа спорт аталанăвне нумай çул хушши ĕçлесе хăйĕн тỹпине хывнă тата 60 çулхи юбилей ячĕпе район администрацийĕн культурăпа социаллă аталану пайĕн физкультура, спорт тата туризм секторĕн заведующине Г.Филинова Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Район администрацийĕн Хисеп хутне тивĕçнисен хушшинче гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас ĕçре тăрăшулăх кăтартнă Сĕнтĕрвăрри лесничествин директорĕ Р.Кадушкина, районти пушар хуралĕн пуçлăхĕ А.Сапожников, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин Сĕнтĕрвăрри районĕн уйрăмĕн председателĕ В.Семенов пулчĕç. Ĕçлĕ канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ А.Салаева çапла каларĕ, "Район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Григорьевăн докладĕнче район аталанăвĕн пур сферисене те пур енлĕн, тĕплĕн уçса панă. Тăрăшуллă, ăнтăлуллă çынсем пурăнаççĕ Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче. Наградăсем те паян çăлтăр çунă пек "çурĕç". Апла пулсан çак пĕрлĕхлĕ командăпа районăн малашлăх ăраскалĕ пур". Г.ТРИФОНОВА.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: Мариинско-Посадский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика