Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Отзывы на Послание Главы Чувашской Республики

13:27 22 января 2015 г.

В. ГРИГОРЬЕВ, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Иртнĕ юнкун республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Вăл тарăн та анлă шухăшлă, пирĕн Чăваш Ен аталану çул-йĕрне палăртакан сумлă документ шутланать. Унта Михаил Васильевич хăй республикăна ертсе пыма пуçланăранпа, тăватă çулти ĕçе, тĕплĕн пĕтĕмлетрĕ, малашлăх планĕсем çинче чарăнса тăчĕ, çĕнĕ тĕллевсене те палăртрĕ.

Республика экономикăна вун-вун миллиард тенкĕ инвестици хывма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки çулсенче ача сачĕсем умлă-хыçлă уçăлни, фельдшер-акушер пункчĕсене хута яни (кун пек тĕслĕхсем пирĕн районти Чăнкасси, Турханкасси ялĕсенче, кĕçех Караньялĕнче пулĕ), инвалидсене ĕçпе тивĕçтерни, ача çуратасси ỹсни, çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланни, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене çине пысăк тимлĕх уйăрни тата ытти те - çаксем пурте влаç çынсем çинчен шухăшланине, вĕсен пурнăç условийĕсене çăмăллатассишĕн тăрăшнине пĕлтереççĕ.

"Çамрăксем - пирĕн пуласлăх, çамрăксене шанмалла", - текен тĕп шухăш та пĕрре мар палăрчĕ Çырура. Сăмах май каласан, пултаруллă яш-кĕрĕме пулăшас тĕллевпе сахал мар ĕç тăваççĕ республикăра. Акă, çак кунсенче кăна пирĕн пысăках мар районти 30 çамрăк республика Пуçлăхĕн çулсерен паракан стипендине илме тивĕç пулчĕ. Паллах, мĕнле савăнмăн-ха çакăншăн!

Ялхуçалăхне малашне аталантарас пирки те сахал мар каланă Çырура. Ку отрасль нихăçан та çăмăллисен шутĕнче пулманни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çапах та ял ĕçченĕ йывăрлăхсем умĕнче нихăçан та пуçа усма хăнăхман. Михаил Васильевич малашне те асăннă отрасле пысăк тимлĕх уйăрасси пирки калани питĕ килĕшрĕ. Ялхуçалăх продукцийĕн сутлăх хакĕсем юлашки вăхăтра кăшт та пулин хăпарса пыни ку отрасльте ĕçлекенсен малалла аталанма майсем пуррине çирĕплетет.

Паллах, Çырура асăннă нумай-нумай ыйтусем пирки эпир районти ĕç коллективĕсенче тĕлпулусем ирттерсе халăхпа пĕрле сỹтсе явăпăр. Халĕ шăпах хула, ял хутлăхĕсенче çавăн пек пухусем иртеççĕ. Меллĕ самантпа усă курса, эпĕ хамăр районта пурăнакан кашни çыннах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырупа тĕплĕн паллашма сĕнесшĕн. Мĕншĕн тесен унта Чăваш Енре пурăнакан пин-пин çынна хумхантаракан, тỹрремĕнех пырса тивекен ыйтусене сахал мар хускатнă.

В. Морозов, глава района:
- Мне выпала честь  лично присутствовать на 27-й сессии Госсовета ЧР, состоявшейся  21 января т. г., на которой Глава Чувашии М.Игнатьев  выступил с ежегодным Посланием к Государственному Совету и народу республики. Это был не только основательный отчет об итогах деятельности Главы республики за 4 года его правления, но и глубоко продуманный прогноз и план действий на ближайшую и долгосрочную перспективу.
Нынешнее Послание руководителя республики, как и предыдущие, отличается конкретностью и обилием цифр и фактов, красноречиво свидетельствующих о достижениях и о динамичном развитии Чувашии.  Это еще раз говорит о том, что Михаил Васильевич – человек дела и не привык давать пустые обещания.  Я согласен со всеми доводами и положениями Послания.
В последние годы республика  добилась неплохих результатов в промышленности, сельском хозяйстве, в строительстве жилья, дорог, газификации. Есть  положительная динамика в развитии социальной сферы, образования, здравоохранения, спорта и туризма. В последние три года мы в Чувашии  наблюдаем естественный прирост населения. Значит, демографическая ситуация улучшается. Много делается для социальной защиты льготной категории населения и людей преклонного возраста. Граждане  республики с одобрением восприняли снижение трудового стажа (на 2,5 года) для присвоения звания «Ветеран труда Чувашской Республики».
Я как председатель ТСЖ «Уют» наблюдаю положительные изменения, происходящие и в сфере ЖКХ.  К примеру, дома, обслуживаемые нашей компанией, благодаря финансовой поддержке государства два с половиной года назад перешли на индивидуальное отопление.  Работают и другие государственные социальные программы, позволяющие людям улучшать свои жизненные условия. В этом, я считаю, большая заслуга исполнительной власти  нашей республики во главе с М. Игнатьевым.

Э. УПРАКИНА, район администрацийĕн культурăпа социаллă политика аталанăвĕ пайĕн пуçлăхĕ:

Иртнĕ юнкун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика парламенчĕн черетлĕ çирĕм çиччĕмĕш сессийĕнче Патшалăх Канашĕпе Чăваш Ен халăхĕ патне çулсеренхи Çырупа тухрĕ. Питĕ хумханса та хавхаланса итлерĕм ăна. Ара, çитес çул Чăваш Республикинче литература (Константин Иванов) çулталăкĕ-çке. Ку вара тỹрремĕнех культурăна та пырса тивет. Хальхи чăваш литературин никĕслевçин, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕн çулталăкĕ пирĕн умма, культура отраслĕнче ĕçлекен çынсен умнее, çĕнĕ тĕллевсем лартать. Çак тĕллевсем патне мĕнле çул-йĕрпе пымаллине те Михаил Васильевич хăйĕн Çырăвĕнче палăртса хăварнă.

Чуна пырса вырнаçмалла сăмахсем, "Тăван кĕтес шăпишĕн пăшăрханакан, унăн пуласлăхĕшĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕçлекен мĕнпур çынна чун-чĕререн тав тăватăп". Чăн та, хырăм туттишĕн çех мар пирĕн ĕçлемелле, чун пуянлăхне анлăшне ỹстерессишĕн, тăван тавралăха татах та илĕртỹллĕрех, хитререх тăвассишĕн тăрăшмалла. Культура пĕлтерĕшĕ пысăк пулни Çырури çак сăмахсем тепĕр хут çирĕплетеççĕ - "Культура кирек хăш халăхăнне те ăс-хакăл тĕшшине, унăн ăраскалăхĕпе хăйнеевĕрлĕхне палăртать, чун-чĕри вăйĕпе пултарулăх вăй-халне уçса памалли сфера пулса тăрать. Пĕтĕмĕшле культура шайĕ пĕчĕк пулсан экономикăри темле харсăр шухăш-тĕллев те пурнăçланма пултараймасть".

Асăннă сферăна пысăк тимлĕх уйăрни манăн шутпа питех те вырăнлă. Ялсенчи культура çурчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетмелли анлă программа пирĕн районта та пурнăçа кĕрсе пырать. Юлашки çулсенче чылай ялсенче клуб çурчĕсем çĕнĕ сăн-сăпат илчĕç, тĕрлĕрен çутă, сасă оборудованийĕсемпе пуянланчĕç (Октябрьски, Çичĕпỹрт, районти тĕп культура çурчĕ тата ыттисем те). Кукашни ялĕнче вара çĕнĕ типлă культура çурчĕ çĕкленни татах та ку сферăра ĕçлекенсене хавхалантарать. Культура сферине патшалăх пулăшăвĕ çитни художество пултарулăх ушкăнĕсен ĕçне активлăлатма, çĕнĕ кружоксем йĕркелеме май парать. Çаксем пурте ачасене эстетика воспитанийĕ парас, вĕсен чунĕнче илемлĕх туйăмĕсене çуратас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ, çемье хаклăхĕсене, халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварса çĕршыва тĕреклетеççĕ, тĕрлĕ нацисем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетме, килĕшỹллĕхне упрама пулăшаççĕ.

Хамăн ĕçри тивĕçсене пурнăçласа пырас тĕлĕшпе вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Ĕырăвĕ умри тĕллевсене палăртма май пачĕ, районти культура сферине хăш енĕпе аталантармалли çул-йĕрсене уçăмлатрĕ, туризма аталантарассипе интерслĕ проектсемпе идейăсене çуратрĕ.

С. КУЛИГИНА, "Пирĕн сăмах" ("Наше слово") хаçатăн тĕп редакторĕ:

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕпе Чăваш Ен парламентне паллаштарнине кашнинех тимлĕн итленĕ, кăçал та çаплах пулчĕ. Итленĕ çех мар, ăна темиçе хутчен те вуласа тухрăм, сенкер экранпа та пăхрăм. Ара, урăхла пулма та пултараймасть! Пирĕн, хаçатçăсен, республика Пуçлăхĕн Çырăвĕнчи йĕркесене хăвăртрах вулакан патне илсе çитерме тăрăшмалла, çак сумлă документа халăх мĕнле йышăннипе кăсăкланмалла, тепĕр майлă каласан - çынсем Çыруна мĕнле хакланине ыйтса пĕлмелле.

Чăннипех те Çыру пĕлтерĕшĕ анлă та пысăк, унта республика ыйтăвĕсене çĕршыври лару-тăрупа çыхăнтарса çĕкленĕ. Асăннă документра ЧР Пуçлăхĕ юлашки тăватă çула пĕтĕмлетнĕ, малашне мĕн тумаллине палăртнă.

Сăмах экономика, промышленность, строительство, вĕрентỹ, сывлăха сыхласси, культурăпа спорт, ялхуçалăхĕ пирки пырать-и, шкулсемпе садиксем тăвасси пирки, çамрăксемпе аслă ăрури çынсен пурнăçĕ çинчен пырать-и - çаксем вĕсем пурте пирĕн Чăваш Енри пурнăçпа çыхăннă ыйтусем. М. Игнатьев Çырăвĕ - пирĕн республикăн аталану çул-йĕрне палăртакан сумлă документ, тарăн та тĕплĕ тишкерỹ ĕçĕ, малашне тата та хастарлăрах пулса пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме чĕнекен йыхрав. Ахальтен мар ĕнтĕ республика ертỹçи хăйĕн Çырăвне çак сăмахсемпе вĕçлерĕ, "Пĕрле эпир нумай çитĕнỹ тума пултаратпăр".

Ман шутпа, Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннăн çак Çырупа паллашма тăрăшмалла, ăна час-час алла тытса вуламалла.

В. ЕЗЮКОВА, главный врач БУ «Мариинско-Посадская ЦРБ им. Н.А. Геркена» Минздравсоцразвития Чувашии:
- На сегодняшний день, к сожалению, естественным приростом населения могут похвастаться единичные сельские муниципалитеты. Поэтому отрадно, что Правительство Чувашии понимает важность развития сельского звена здравоохранения как одного из основных механизмов воздействия на демографическую ситуацию. Строительство новых фельдшерско-акушерских пунктов в районах республики – неоспоримое подтверждение этому. В Мариинско-Посадском районе уже построены три новых ФАПа, начнется строительство еще одного в 2015 году. В Чувашии создана модель трехуровневой системы оказания медицинской помощи населению, что позволило повысить доступность качественной медицинской помощи сельчанам. Люди могут через «Электронную регистратуру» записываться на прием к врачу в любое удобное время. Но здесь возникает проблема, связанная с отсутствием качественного доступа в Интернет. Эта проблема очень актуальна для многих районов нашей республики, в том числе и для нашего района. О том, как она будет решаться, мы услышали в Послании   Главы Чувашии.
Со своей стороны мы всецело поддерживаем те тезисы Послания, в которых указывается важность личной заинтересованности каждого человека в сохранении и укреплении своего здоровья. Необходимо помнить, что, по данным Всемирной организации здравоохранения, состояние здоровья человека лишь на 10–15% зависит от уровня медицины. Хочу в очередной раз призвать всех своевременно проходить диспансеризацию и профилактические медицинские осмотры, которые направлены на раннее выявление хронических заболеваний, являющихся основной причиной инвалидности и преждевременной смертности, основных факторов риска их развития.

Ю. Андреев, Кайри Шĕнерпуç ялĕн старости:

- Республика парламенчĕн черетлĕ çирĕм çиччĕмĕш сессийĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата чăваш халăхĕ патне янă çулленхи Çырăва вуланă çĕрте пулни маншăн чăн та питĕ пысăк чыс тесе шутлатăп. Ку Михаил Васильевичăн Патшалăх Канашне тата Чăваш Республикин халăхĕ патне янă пиллĕкĕмĕш Çыру пулнă май унта маларах тунă ĕçĕн хăшпĕр пĕтĕмлетĕвĕне илсе кăтартнă. Питех те кăсăкланса итлерĕм эпĕ ăна. Чăваш республики çак çулсенче хăйĕн экономикăпа социаллă пурнăçра тунă çитĕнỹсем мана савăнтарчĕç. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхĕпе калăпăшĕ ỹсни, Чăваш Енре пĕр çын пуçне 0,7 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яни Чăваш Енри кăтартусем федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăххисем. Пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма ипотека кредичĕсем уйăрса парассине малалла та аталантарни çамрăк çемьесене хваттерсем илме пулăшать, пурăнмалли условисене лайăхлатать.

"Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçтермелли ĕç стажне 2 çул çурă чакарни (хĕрарăмсемшĕн - 37 çул та 6 уйăхра, арçынсемшĕн - 42 çул та 6 уйăхпа танлашни) Чăваш республикин правительствин йышăннă кирлĕ утăм тесе шутлатăп.

2015 çулта çынсем эрех-сăрапа иртĕхессине чакарма тĕрлĕрен курăмлă агитаципе усă курса тата массăллă информаци хатĕрĕсене çак пархатарлă ĕçе явăçтарма палăртнă. Чăн та ĕнтĕ, ỹсĕр водительсене пула çул-йĕрте пăтăрмахсем чылай пулаççĕ. Çавна май шухăшлатăп, эрехпе сутă тăвакан лавккасем предприятии е вĕренỹ заведенинчен аякра пулмалла. Предприятисен шучĕ сахалрах, лавкка шучĕ вара чăннипех те ỹссе кайни кăмăла пăсать. Ĕç организацисенче эрех-сăрапа айкашакансене, пирус туртакансене тытмалла мар, çирĕп дисциплина пулмалла.Акă, эпĕ ĕçлекен предприятиех илер, эрех ĕçекен, пирус туртакан пĕр çын та çук. Çапла пулсан çех ĕçе пĕтĕм чуна парса пурнăçлама пулать.

О. ЛЬВОВА, начальник отдела социальной защиты населения района:
- В Послании Главы Чувашской Республики Государственному Совету Чувашской Республики обозначена важность решения вопросов по обеспечению доступной среды для лиц с ограниченными возможностями. Безбарьерная среда — это целая система физической доступности как общественных зданий, спортивных сооружений, культурных мест отдыха, так и информации, и транспорта. Это – возможность для инвалидов вести независимый образ жизни и участвовать во всех аспектах жизни, в конечном счёте, учиться, работать, отдыхать вместе со всеми.
В Чувашской Республике Программа успешно развивается и сделано немало. Наиболее значимые объекты социальной инфраструктуры  стали максимально  доступны для лиц с ограниченными возможностями и других маломобильных групп населения. Лица с ограниченными возможностями здоровья уже оценили произошедшие изменения  в создании условий для их полноценной жизни. Создание доступной среды – важный показатель развития общества.

 

Р. МИХАЙЛОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырупа яланах кăсăкланса паллашатăп. Кăçал вара мана Михаил Васильевич Игнатьев ял çыннисем пирки ырă калани килĕшрĕ. "Ял çыннисем лайăх условисенче пурăнмалли тивĕçе çĕнсе илнĕ", - текен сăмахсем халĕ те хăлхара янраççĕ. Эпĕ 40 çул яхăн ялти шкулти ачасене физика тата математика предмечĕсене вĕрентнĕ, ĕмĕр тăршшĕпех ялта тăрăшатăп. Çавăнпа та çак сăмахсем маншăн питĕ хаклă.

Пирĕн Хуракасси ялĕнче пурнăç условийĕсем япăх мар, кашни килтех тенĕ пек "кăвак çулăм" ырлăхĕ пур, çулсем те лайăх, автобуссем тĕрлĕ çĕре илсе каяççĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатассишĕн тата тăрăшнине ырламалла çеç.

Пире, аслă ăрури çынсене пырса тивекен ыйтусене чылай çĕкленĕ Çырура. Уншăн та пысăк тав сăмахĕ калас килет манăн республика ертỹçине.

 

 

М. ИВАНОВ, житель села Октябрьское:

— В Послании Главы Чувашской Республики М.Игнатьева Государственному Совету Чувашской Республики немало внимания уделено развитию инфраструктуры села. В последние годы очень много делается для улучшения социального положения жителей сельских мест. Михаил Васильевич подчеркнул, что и в ближайшие годы в село будет направлены дополнительные инвестиции. Они пойдут на строительство межпроселочных дорог, благоустройство деревень и сел, строительство детских садов и школ в сельской местности. Еще одним благом для сельчан стал Интернет, позволяющий им чувствовать себя полноправными членами цивилизованного мира. «В срок до 2018 года предусмотрено подключить к оптическо-волоконной сети еще 327 населенных пунктов республики с численностью жителей от 250 до 500 человек», - говорится в Послании. А на сегодняшний день доступ к всемирной сети имеют 43% населенных пунктов Чувашии. Это, я считаю, неплохой показатель на сегодняшний день.

Меня радует, что Глава республики апеллирует к конкретным цифрам. И я верю, что он чувствует ответственность за те задачи, которые перед собой ставит.

 

В. МАКЛАШКИН, ветеран спорта:

- С огромным вниманием слушал, а потом еще и ознакомился с Посланием Главы М. Игнатьева к Государственному Совету Чувашской Республики. Особенно меня заинтересовал в этом основополагающем документе вопрос, который касается развитию физической культуры и спорта, здорового образа жизни. Как мы знаем, здоровье человека лишь на 10-15% зависит от уровня медицины. В основном оно зависит от него самого, от состояния окружающей среды, придерживания человеком здорового образа жизни, правильного питания и, конечно же, душевного равновесия. Меня, как приверженца здорового образа жизни особо приятно отметить роль правительства республики в активизации работы в этом направлении. За последние годы построены в районных центрах физкультурно-спортивные комплексы, где есть все для оздоровления населения, включая плавательные бассейны и тренажерные залы. Мы и сами должны заботиться о своем здоровье. Поэтому мы организовали в Карабашском поселении клуб «Женьшень». Сюда приходят заниматься все желающие, кто хочет оздоровить свой организм и воспрянуть духом. В клуб без пропусков приходят и те, кому далеко за 70, так например 74-летняя Валентина Гришина. Есть мужчина, который решил навсегда расстаться пагубной привычкой, со злополучным «зеленым змеем». Ежедневно в зимний период в 7 утра мы выходим на лыжную пробежку. По выходным проводим лыжные вылазки в близлежащий лес, раз в неделю посещаем плавательный бассейн и тренажерный зал в ФСК «Мариинский». Собираясь вместе, мы проводим беседы на тему оздоровления. Стараемся жить в гармонии с природой, придерживаться добрых семейных традиций. И думаю, что и в детях и внуках мы должны с юных лет воспитать любовь с здоровому образу жизни и лишь тогда мы будем здоровой нацией, это и является основой любого успеха.

 

Г.ФИЛИНОВ, район администрацийĕн физкультура, спорт тата туризм секторĕн ертỹçи:

- Юлашки çулсенче пирĕн республика физкультура тата спорт енĕпе питĕ хăвăрт аталанса пырать. Чăваш Енре пурăнакансемшĕн сывă пурнăç йĕрки йăлана кĕрсе пыни савăнтарать. Спорт сооруженийĕсен шучĕ те ỹссех пырать. Халĕ кашни районтах физкультурăпа спорт комплексĕ пур. Сĕнтĕрвăррисем те "Мариинский" спорт комплексĕн тивĕçтерĕвĕсемпе туллин усă кураççĕ. Республикăра тĕнче тата Раççей шайĕнчи ăмăртусем те умлăн хыçлăн иртеççĕ. Паллах, кунта Чăваш Енри ĕç тăвакан влаçăн тỹпи пысăк пулнине палăртмалла. Малалла та çак енĕпе çанă тавăрса ĕçлеме кирлине пирĕн республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев хăйĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те тепĕр хут палăртрĕ. Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчире V-мĕш "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумĕ иртрĕ. "Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин тата мĕнпур хăна форума йĕркеленине, Чăваш Ен халăхĕн ырă кăмăлĕпе тараватлăхне тивĕçлипе хакларĕç. Вĕсем республикăра пурăнакансем спортпа туслă пулнине, хăйĕн Тăван çĕршывне тата тăван çĕрне чунтан юратнине курса ĕненчĕç", - палăртнă Çырура. Паллах, çамрăксене спорта явăçтарасси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Сывă пурнăç йĕркине тытма хаклă йышши спорт инвентарĕ те, спорт сооруженийĕсем те кирлĕ мар. "Сывлăха лайăх шайра тытма уçă сывлăшра куллен çур сехет çỹрени те çителĕклĕ", - палăртать М. Игнатьев. Эпĕ те Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спорт ăмăртăвĕсене хастартарах хутшăнма чĕнсе каласшăн.

 

И. КАЗАКОВ, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ:

- Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн 2015 çул Литература çулталăкĕ шутланать. Пирĕн республикăра вара ăна Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе палăртнă. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: К. Иванов - чăваш литературин никĕслевçи, вилĕмсĕр "Нарспи" поэмăн авторĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура К. Иванов пирки çапла каланă, "Унăн хайлавăсем этеме, тăван çĕре, чăваш халăхĕн авалхи йăлисемпе пурнăç йĕркине тата унăн хăйнеевĕрлĕ культурине чунтан юратса хисеплемеллине ăса хывма вĕрентеççĕ. Пирĕн пулас несĕлĕмĕрсем тивĕçлĕ граждансем, чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнччĕр, Тăван çĕршывпа ĕăнаçланччăр, унăн ирĕклĕхĕпе никаĕа пăхăнĕанлăхне хамăрăн мăн асаттемĕрсем пекех паттăррăн хỹтĕлеме пултарччăр тесен пирĕн çав улшăнми хаклăхсене килес ăрусем валли сыхласа хăвармалла". Эпĕ çак сăмахсемпе питĕ килĕшетĕп. Литература - культурăн витĕмлĕ пайĕ шутланать. Эпир çыравçăсен илемлĕ хайлавĕсенчи сăнарĕсенчен тĕслĕх илсе çамрăк ăрусенче çынлăх туйăмĕсем калăплатпăр, вĕсене ĕçе тата Тăван çĕршыва юратма, ваттисене тата пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентетпĕр. Литература - ăслăлăхăн типме пĕлмен çăлкуçĕ те. Ахальтен мар ĕнтĕ паллă вырăс писателĕ Николай Чернышевский "литература тĕттĕмлĕхрен тата чыссăрлăхран çăлать" тесе палăртнă. Литература тата К. Иванов çулталăкĕнче пирĕн республикăра нумай интереслĕ меропряти иртĕ. Çыравçăсем вара çĕнĕ кĕнекесемпе тата презентацисемпе савăнтарĕç. Литература пуссинче "çамрăк хунавсем" шăтса тухасса та шанас килет.

 

 

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика