Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Республикăн тĕп ветеринарĕ районта пулнă

00:00 30 июля 2011 г.

Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин пуçлăхĕ Геннадий Александрович Яковлев çак эрнери кĕçнерникун ĕçлĕ çулçÿревпе пирĕн районта пулнă. Чи малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Н. Красновпа, ялхуçалăх пайĕн ертÿçипе В. Васильевпа тата районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕпе В. Уланковăпа тĕл пулнă, выльăх апачĕ хатĕрлес, витесене хĕле валли типтерлес ĕçсемпе (уйрăмах дезинфекцилессине тата тулашпа шал енчен шуратассине тĕпе хурса) тата вырмапа кăсăкланнă. Çак ыйтусемпе каярах вăл районти ветеринарсемпе канашлу ирттернĕ. Кунта çавăн пекех специализаципе тÿрремĕн çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, тавралăх территорине типтерлессине те тимлĕх уйăрнă.

Выльăх-чĕрлĕх объекчĕсенчен " Нам ЭКО" ОООн Шуршăлти тĕпрен реконструкциленекен фермине çитсе курнă, тĕрĕслевпе кăмăллă юлнă. Анлă та пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен кунта сĕте пăрăхпа юхтарса пухмалли çĕнĕ система вырнаçтараççĕ, ятарлă апат сĕтелĕ йĕркелеççĕ. Кунсăр пуçне малашне ĕне-выльăхсен ура чĕрнисене тасатма виçĕ тĕрлĕ ванна вырнаçтараççĕ, чĕрнене касмалли ятарлă станок та пулĕ. Авăн уйăхĕнчи планра - çĕнĕ пăру вити тăвасси. Ĕне сумалли уйрăмлă тепĕр ферма çĕклесси те - малашлăхри тĕллеврех.

И. НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика