Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Культура ыйтăвĕсемпе - ĕçлĕ çулçÿревре

00:00 30 июля 2011 г.

Иртнĕ юнкун Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ В. Фошин, "Чăваш Республикин композиторсен Союзĕ" обществăлла организаци правленийĕн председателĕ Н. Казаков пирĕн районта ĕçлĕ çулçÿревре пулнă. Вĕсене район тăрăх район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ О. Залогин ертсе çÿренĕ.

Ĕçлĕ калаçăва хутшăннисем Аксарин хутлăхĕнче пулнă. Кунта вĕсем çак тăрăхра çуралнă композитор, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ Г. Хирбю çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисене йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Çав уява Аксаринти тĕп Культура çурчĕ умĕнчи лапамра кăçалхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче 11 сехетре ирттерме палартнă. Унтан делегаци Октябрьски ялне çитсе курнă. Кунта вăл ялти тĕп Культура çурчĕн работникĕсемпе республика программин йĕркипе Культура çуртне юсас ыйтусене сÿтсе явнă. Юлашкинчен хăнасем Сĕнтĕрвăрринчи краеведени музейĕнче пулнă, районти Культура çуртĕнче йĕркеленĕ хăйне евĕр выставкăпа паллашнă. ¤на патша арăмне Мария Александровнăна халалланă. Вырăнти геральдист-художник Вадим Шипунов хăйĕн хула историйĕпе çыхăннă творчество проекчĕсемпе паллаштарни хăнасене хытă интереслентернĕ. Выставкăна шăпах Мария Александровна çуралнă кун (Сĕнтĕрвăрри ун ячĕпе хисепленет) уçнă. Малашне çĕнĕ уява пулăшу ĕçĕсене хутшăнакансене, патша майри хăй сăваплă ĕçсем тунă пек, чыслассипе çыхăнтарĕç.

ПИРĔН КОРР.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика