Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ял хутлăхĕсем хушшинчи спартакиада

00:00 02 июля 2011 г.

Ытларикун Хуракасси ял хутлăхĕн команди Йĕпреç районне кайса килнĕ. Унта республикăри ял хутлăхĕсен командисем хушшинче спартакиада ăмăртăвĕ иртнĕ. Хуракассисен вунултă çынран тăнă ушкăнĕ инçетрен пуш алăпа, тĕрĕсрех, парнесемсĕр таврăнман. Спартакиадăн мĕнпур енĕпе (вĕсем йышлă пулнă тата кăсăклăхпа палăрнă) пирĕн команда хастар ăмăртнă.

Тĕслĕхрен, Н. Добронравов 80 килограмлă (япаласем тиесе çапларах йывăрлатнă) лаша урапине пĕр вырăнтан тепĕр вырăна туртса куçарассипе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Чылай çул хушши Нарат Чакки шкулĕнче ачасене физкультура вĕрентнĕ Надежда Германовна Добронравова кире пуканĕ çĕклессипе япăх мар результат кăтартнă. Лия тата Александр Никитинсем сухаçăсен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. М. Анисимова та тулли шыв витрисене çĕклесе чупса призерсен йышне лекнĕ.

И. АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика