Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » çуракине тухма хатĕр

00:00 23 апреля 2011 г.

Октябрьски ял хутлăх территорийĕнче ялхуçалăх техникине ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнса ĕçлеттерменнипе хăй вăхăтĕнче пĕр хут мар инкек сиксе тухнă, çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни те пулнă.Çавăнпа кунти ялхуçалăх предприятийĕнче иртекен техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕ Ю. Григорьев, иртнĕ тĕслĕхсене аса илтерсе, тракторсен юсавлăхне уйрăмах хыт тимлеме тăрăшать, механизаторсемпе те витĕмлĕ калаçу ирттерет.Çакна М. Тагеевăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче те ăнланса йышăнаççĕ. Ытларикун кунта çичĕ единица техника тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухрĕ темелле. Кивелсе çитнĕ тракторсем, тĕрĕсрех каласан, вĕсен рулĕсене тытса пыракансем, асăрхаттарусем илмерĕç мар, çавах та çитменлĕхсене вырăнтах пĕтерме тăрăшрĕç.

Пĕтĕмĕшле хакласан, хуçалăх пур енчен те çуракине тухма хатĕр. Механизаторсен кадрĕсен проблемине те татса панă темелле. "Пĕр-ик çын çитмесчĕ. Паянхи кун тĕлне ĕçлеме килĕшекенсене тупрăмăр", - пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçине пулăшса пыракан çĕрĕç "ăсчахĕ" В. Малинин. Техника тĕрĕслевĕн пахалăхĕ фермер хуçалăхĕн пуçлăхне М. Тагеева хăйне те кăсăклантарчĕ. Вырăнти инженери службин ĕçне вăл тĕрĕслевçĕсемпе пĕрле çÿресе пахаларĕ.

И. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика