00:00 25 сентября 2010 г.
Юлашки вăхăтра апат-çимĕç хакĕсем çÿлелле ÿсни пирки радио, телевиденипе кунсеренех калаçаççĕ, тĕрлĕ хаçатсем те ку темăна тăтăшах çĕклеççĕ.
Çулла калама çук шăрăх та типĕ çанталăк тăни, лартса хăварнă пахча-çимĕç тухăçне кирлĕ пек туса илме май памарĕ. Çавна пулах çĕрулми, кишĕр, купăста, пуçлă сухан тата ытти апат-çимĕç хакĕсем ÿсрĕç. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çулталăк пуçланнăранпа çĕрулми хакĕ -2,5, кишĕр - 2,3, купăста- 2,4, пуçлă сухан - 1,3 хут ÿснĕ. Пирĕн районта та çак пахча-çимĕç хакĕсем улшăнсах тăраççĕ. Юлашки вăхăтра "иккĕмĕш çăкăр" хакĕ кăштах чакни палăрать. Унччен пĕр килограмм çĕрулмишĕн 20-23 тенкĕ кăларса памаллаччĕ, халĕ 17-18 тенкĕпе сутакансем те пур.
Суту-илÿ точкисенче сутакан "чапа тухнă" хура тулă кĕрпи те самаях йÿнелни палăрать.