Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Трактор" ятпа уйăхлăх иртет

00:00 31 июля 2010 г.

 

Чăваш Республикинчи техника надзорĕн патшалăх инспекцийĕпе шалти ĕçсен Министерствин йышăнăвĕпе кăçалхи çурла уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче республика территорийĕнче, çак шутра Сĕнтĕрвăрри районĕнче те, йăлана кĕнĕ "Трактор" профилактика операцийĕ иртет. Çак уйăхлăх хушшинче хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем тата ытти йышши техника (тракторсем т. ыт. те) тытакансен уйрăмах тимлĕ те асăрхануллă пулмалла. Тĕпрен илсен, машинăсемпе вĕсен прицепĕсене ĕçлев хăрушсăрлăхĕ енчен кирлĕ пек тивĕçтермелле. Ятарлă уйăхлăх тапхăрĕнче патшалăх техника надзорĕн тата ГИБДД сотрудникĕсем машинăсем техника тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра тухнине те, транспорт налукне тÿлесе пынине те шута илĕç, кивелсе çитнĕ техникăна (регистраци учетĕнчен кăларма) тупса палăртассипе те ĕçлĕç.

Çакнашкал профилактика операцийĕ, çулсерен иртнĕ май, аван результатсем парать, машина хуçисене йĕркене тытса пыма хистет. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр çакăн пек уйăхлăх хушшинче 4921 трактор единицине тĕрĕсленĕ, çак шутран 99-шĕ регистраци правилисене пăхăнмасăр, 186-шĕ патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмасăр ĕçленĕ пулнă, 92 трактор рульне тракторист-машинист удостоверенине илмен граждансем тытса пынă. Сахал мар машинăна регистраци докуменчĕсемсĕр, патшалăх регистрацийĕн паллисĕр тата çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтермен юсавсăрлăхсемпе ĕçлеттернĕ.

Кунашкал лару-тăрăва лекекен машина хуçисен, паллах, явап тытма тивĕ. Урăхла каласан, штрафсенчен тата ытти мерăсенчен вĕсем хăтăлаймĕç.

И. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика