Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕççи кĕçех вĕçленĕ

00:00 31 июля 2010 г.

Шăрăх та типĕ çанталăка пула шар тÿснĕ ялхуçалăх культурисене шута илсен, кăçал вырма лаптăкĕ районта пит пысăк мар темелле (1300 гектара яхăн çеç). Хальхи тапхăрта кĕрхи культурăсене вырса пĕтернипе пĕрех. Çурхисем те лаптăк-лаптăкпа пиçсе çитнĕ май хăйсене кĕттермеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, кĕрхи культурăсен тухăçĕ районта, кăçалхи çулталăк уйрăмлăхне илсен, япăх мар, гектар пуçне 18-20 центнер тухнă. Шел те, çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ пĕчĕк, çавăнпа, тĕслĕхрен, "Октябрьский" СХПКра гектарти вăтам тухăç халлĕхе 5 центнерпа кăна танлашать.

Çакнашкал лару-тăрура пулин те районти ялхуçалăх предприятийĕсем кĕр акине тĕплĕ хатĕрленме тăрăшаççĕ. Акă, çÿлерех асăннă "Октябрьский" хуçалăхах кĕрхи тулăн элита сортне 15 тонна кÿрсе килме ĕлкĕрнĕ. Кунсăр пуçне кунта çурхисен вăрлăх запасне пуянлатасси çинчен те паянхи кунах шухăшлаççĕ. Асăнмалла, "Октябрьский" СХПК паянхи кун тĕлне çĕнĕ сеялкăпа культиватор (Австрире туса кăларнăскерсем) илсе килнĕ.

А.Г. Николаев ячĕллĕ ОООра, "Восток", "Звезда" СХПКсенче те вырма вĕçленесси инçе мар.

И. НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика